Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манмаççĕ мухтавлă ентешне çавалçырмасем

24 июля 2007 г.

Чăвашсен паллă композиторĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ, РСФСР тата Чăваш, Дагестан Республикисен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ф. М. Лукин кăçалхи июлĕн 3-мĕшĕнче 94 çул тултармаллаччĕ. Шел, вун виççĕмĕш çул ĕнтĕ Филипп Миронович пирĕн хушăра çук. Манмаççĕ мухтавлă ентешне çавалçырмасем. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчен тытăнсах ăна халалласа кунта музыка фестивалĕ тата унпа пĕрлех ял уявне ирттереççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Июлĕн 14-мĕшĕнче, шăмат кун Чатукасси тăрăхне Шупашкар хăнисем те çитрĕç. Вĕсем малтанах тĕп усадьбăри Ф. М. Лукин ячĕллĕ халăх музейĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, унтан Çавалçырмана çул тытрĕç, мухтавлă композитор çуралнă вырăнти çурт çинчи асăну хăми патне чĕрĕ чечексем хучĕç, ку çурта кĕрсе курчĕç.

15 сехетре халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче ĕçлекен Николай Никоноров шăпăр каланипе фестиваль лапамне ватти-вĕтти те, вăйпитти те йышлăн пухăнчĕ. Çавалçырмасем çеç мар, кÿршĕри ялсенчен те çынсем пурччĕ.

Уява Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Г. В. Михайлов уçрĕ, паллă ентеш ячĕллĕ музыка фестивалĕ тата ял уявĕ ячĕпе пурне те ăшшăн саламларĕ. Сăмах май, халĕ Çавалçырмара — 47 кил. Çĕнĕ çуртсем те çĕкленеççĕ. Ял çыннисем Эдуард Сергеев староста йĕркелесе пынипе пĕрлехи ĕçсене канашласа татса пама çине тăраççĕ. Акă, халĕ те кашни кил умĕнчех тирпей-йĕрке тума тимленĕ вĕсем, уяв лапамне илем кÿнĕ.

Чатукассинчи Ф. М. Лукин ячĕллĕ халăх музейĕн директорĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. М. Матвеев хăнасемпе паллаштарнă хыççăн район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумне Н. И. Антонова сăмах пачĕç.

— Кашни ялăн — хăйĕн историйĕ. Пуян вăл сирĕн те. Чăваш халăхне 800 ытла юрă парнеленĕ Ф. М. Лукин композитор та кунта çуралнă. Филипп Миронович хăйĕн ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕпе Çавалçырма ял ятне Раççейпе тĕнче шайне çĕклерĕ. Паян та вăл кĕвĕленĕ юрăсем радиопа телевидени передачисенче, тĕрлĕ шайри концертсенче янăраççĕ. Ф. М. Лукин композитор ĕçĕ — чи пысăк пуянлăх, мул. Çавăнпах вăл çутă тĕнчере хăварнă йĕре упрамалла пирĕн, — терĕ Николай Илларионович, пухăннисене ырă сунса.

Çавалçырмасене музыка фестивалĕпе тата ял уявĕпе çавăн пекех искусствоведени ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççей тата ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М. Г. Кондратьев, Чăваш наци музейĕн директорĕ Э. К. Бахмисов, республикăри композиторсен Союзĕн председателĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ, ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Н. Казаков, ЧР композиторсен Ассоциацийĕн президенчĕ, халăх пултарулăхĕн республикăри çурчĕн пай ертÿçи, Раççей музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. А. Зимин, композитор тăванĕ, Чатукасси вăтам шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Анжела Лукина саламларĕç.

Унтан фестиваль концерчĕ пуçланчĕ. Пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе Шупашкарти “Хавас” ансамбль (ертÿçи — А. Московский), Чатукассинчи кану центрĕн “Телей” ансамблĕ (илемлĕх ертÿçи — В. А. Николаева) тата халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (ертÿçи — Н. М. Никоноров) савăнтарчĕç. Талантлă та сумлă ятлă композитор произведенийĕсем те мăнаçлăн шăранчĕç.

Спорт ăмăртăвĕсем те пулчĕç. Çамрăксем ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, шăчă тăррине улăхассипе тупăшрĕç, пĕрене çинче михĕпе çапăçса кĕрешрĕç, кĕвентепе тулли шыв витрисем йăтассипе ăмăртрĕç.

Фестиваль тата ял уявĕн программине ятарласа çырса хатĕрленĕ сценарипе Галинăпа Виталий Егоровсем йĕркелесе пычĕç. Галина — Чатукассинчи кану центрĕн директорĕ, Виталий — кунти пĕтĕмĕшле врач офисĕн ĕçченĕ.

Уява пуçтарăннисем какай тата пулă шÿрпи, шашлăк, кукăль тутанса пăхрĕç, 3 лавкка минерал тата пылак шывпа, ытти таварпа сутă турĕç. Ял халăхĕ таврана каç сĕмĕ çапичченех савăнчĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика