Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр надзорĕ çỹрет

19 сентября 2019 г.

19 сентября 2019 г.

Çĕр пирки тем чухлĕ калаçсан та, тепĕр хут сăмах пуçарма сăлтав тупăнсах тăрать. Çум курăклă лаптăксем, çỹп-çап куписем, саккунсăр карьерсем... Ытларах чухне çĕр саккунĕсене пăснине рейдсем тупса палăртаççĕ. Рейда вара ахальтен тухаймăн: çăхав е çыру пулсан, е урăх тĕрĕслев вăхăтĕнче йĕркене пăснине асăрхасан. Кăçалхи 7 уйăхра 32 рейда тухнă инспекторсем. Вăрмар, Вăрнар, Муркаш, Шупашкар, Улатăр, Пăрачкав, Патăрьел, Красноармейски, Çĕрпỹ районĕсенчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене вырăна тухса тĕпченĕ. Кунашкал тĕрĕслевсенче ытларах чухне юхăнса кайнă лаптăксем куç умне тухса тăраççĕ. Пĕрре тухсан Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси çывăхĕнче кăна çум курăклă 18 лаптăка шута илнĕ. Çак районтах тепĕр ял тăрăхĕнче вара йывăç-тĕм айне пулнă 64 гектар тĕлне пырса тухнă тĕрĕслевçĕсем. Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Раиса Петрова каланă тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен асăннă тапхăрта Патăрьел, Канаш, Вăрмар, Шупашкар, Муркаш, Вăрнар, Етĕрне, Улатăр районĕсенче пушă çĕрсем тупса палăртнă, пĕтĕмпе — 325 гектара яхăн. Кунсăр пуçне пулăхлă тăпрана сая янă тĕслĕхсене уçăмлатма тивнĕ. Çĕрпỹ районĕнче, сăмахран, производство каяшĕсенчен шар курнă çĕр. Патăрьел районĕнче вара çỹп-çап калаçтарать. Кăçал кăна хытă каяшсем пăрахса тултарнă 3 вырăна рейдпа тухнă. Вăрнар тăрăхĕ саккунсăр карьерсемпе палăрнă кăçал та. Рейда тухмалли тепĕр сăлтав — районсен администрацийĕсен материалĕсем. Юлашки вăхăтра районсенче муниципалитет çĕр тĕрĕслевĕ вăй илсе пырать. Кăçал çур çул хушшинче 21,53 гектар тĕлĕшпе тĕпчев материалĕсем килчĕç управление. Вĕсене тĕплĕн тишкернĕ май тупса палăртнă çитменлĕхсем пирки каласа хăварни ытлашши пулас çук. Чи малтанах палăртмалла, вырăнта тĕрĕс-левсем ирттернине пĕлтерессин хăйĕн вăхăчĕ — 3 кун. Нумай чухне çакă манăçать иккен. Пĕлтерсен те çĕр лаптăкĕ пирки тулли информаци кăтартмаççĕ. Сăн ỹкерчĕкĕсем те çав вырăн пирки уçăмлăх кĕртмеççĕ. Йĕркене пăснине палăртсан та, предписани çырман тĕслĕхсем те пур. Вырăнта çĕр контролĕ енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсем çакна та палăртнă. Çĕре тара илекенсем пĕлтерĕшлĕ пĕр саманта “куçран вĕçертеççĕ”. Тара иличчен çĕр мĕнле пулнине актпа çирĕплетмеççĕ. Кайран тĕрĕслевре лаптăк çум курăклă пулнине пĕлмен теççĕ. Кунашкал çĕрсене пушă çаврăнăшне кĕртме тем чухлĕ тăкак вара. Тухăç илме пуçличчен самай тар тăкма тивет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика