20 сентября 2016 г.
Чатукасси ялĕнчи Тĕп урамра 662 метр тăршшĕ çула савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Кудряшов, Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Михайлов, "Воддорстрой" ООО генеральнăй директорĕ А. Федоров, ял çыннисем хутшăнчĕç. Чатукассисем тахçантанпах кĕтекен ку çула “Воддорстрой” ООО ĕçченĕсем тунă, смета хакĕ — 4547730 тенкĕ. Ялти ĕç ветеранĕ Н. Кудряшова çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев, республика Правительстви, “Воддорстрой” ООО ертỹçи А. Федоров тата кунти строительсем ячĕпе тав сăмахĕ каланă.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)