Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ юрă

07 апреля 2015 г.

Филипп Миронович Лукин композитора эпĕ вăл чăваш музыка искусствинче тĕп ертсе пыраканĕ пулнипе çеç мар пĕлнĕ-ха. Чи малтан халăх хушшинче анлăн сарăлнă юрри-кĕввине курса хакланă. Уйрăмах мана вăхăтсăр çĕре кĕнĕ С.Элем сăввипе çырнă «Çамрăксен юрри» / «Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине»/ килĕшетчĕ. Ăна хам та гитара каласа юрлама вĕреннĕччĕ. Кĕрекере е тантăшсемпе пухăнса ларсан туссем ыйтнипе çав юрра яланах юрлаттăм, çав шутрах – вырăссен шутĕнче те.

1952 çулхи июль уйăхĕнче райхаçат редакцине ĕçлеме вырнаçсан темиçе кунтанах тĕп редактор пире, мана тата çĕр пÿртре пурăнакан /район центрĕнче унăн çемйи çеç çаплах çемленкккерен тухайманччĕ-ха/, хыткан сăн-питлĕ те хура хашаклă куçлăх тăхăнса çÿрекен Федор Нагаткин вырăспа иксĕмĕре, редакци валли вăрман касса хатĕрлеме икĕ эрнелĕхе командировкăна ячĕ. Вăрманĕ 70-80 çухрăмраччĕ. Унта эпир çывăхри пĕчĕк ялта хваттерте пурăнаттăмăр. Инçе çула ирех тухса кайрăмăр. Йĕри-тавра вĕçсĕр-хĕрсĕр тырă пуссипе улăх-çарансем, çырма-çатрасем ылмашăнаççĕ. Тусанлă çулăн вĕçĕ-хĕрри çук пекех туйăнать. Хирĕç килекен лав та, автомашина та курăнмасть. Кичемленсе пырасран лавçă мана юрă пуçарма сĕнет:

-Давай спой свою любимую «Зэкленет-ське»…

«Çамрăксен юрринче» «Çĕкленет-çке çулăмлă чĕрем, Сталин панă ĕмĕршĕн хĕрет» текен йĕркесем пурччĕ /кайран авторĕ «Сталин» сăмаха «парти» сăмахпа улăштарса пичетлерĕ/. Манран чылай аслăрах вырăс тусăм темшĕн-çке юрăри çав çаврăмра асра тытса юлнă. Эпĕ юрра малтанхи йĕркесенченех пуçларăм:

Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине

Итлемешкĕн çĕршыв юррине

Шăратаççĕ çепĕç юрăсем

Кимĕ çинчи çамрăк хĕрĕсем.

Чăнах та, чуна питĕ çывăх та илĕртÿллĕ çепĕç туйăм пур пек çак йĕркесенче. Атăл хĕрринчи шĕпĕлти хумсемпе малалла чĕнекен вĕçсĕр-хĕрсĕр кăвак инçет, телейлĕ те хаваслă яш-кĕрĕм сăн-сăпачĕ куç умне чĕррĕн тухса тăрать.

Çав çулах композиторăн пилĕк юррине СССР Патшалăх премине парса палăртнăччĕ. Çав шутра В.Урдашăн сăввипе «Пире Сталин ырлăх пачĕ» юрă эфирта час-часах янăратчĕ.

Ку пĕчĕк асаилÿре эпĕ Ф.М.Лукинăн тĕрлĕ енлĕ те пуян музыка еткерлĕхне тишкерсе хаклас тĕллев лартмастăп. Хаçатра ĕçленĕ май музыка искусствин тĕнчинче пулса иртекен событисемпе паллă датăсене асăрхасах тăнă, кун çинчен вулакансене пĕлтерме васканă. Çавна май пултарулăх çыннисемпе хăйсемпе те çыхăну тытма тăрăшнă. Манăн килти архивра Филипп Лукинăн çичĕ çырăвĕ упранать. Хăш-пĕрне хăçан çырни паллă маар. Эпĕ унпа Шкпашкара пырсан та тĕл пулкаланă. Пĕррехинче хваттерне те кĕрсе тухнăччĕ. Ун чухне вăл манăн «Йăмра» сăвăпа çырнă юррине фортепьянăпа каласа кăтартнăччĕ. 1969 çулта, В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитес умĕн, Чăваш çĕршывĕнчи культурăпа искусство ĕçченĕсен пысăк ушкăнĕ Ульяновск облаçĕнчи хуласемпе районсенче пулса тĕлпулусем ирттерчĕç. Çавăн чухне Филипп Миронович ертсе пыракан ушкăн пирĕн Чăнлă районăн центрĕнче – Аслă Нагатка ялĕнчи культура çуртĕнче – пысăк концерт кăтартса хăварчĕ. Вăл ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле Ульяновскри Богдан Хмельницкий ячĕллĕ çар училищинчи курсантсемпе тĕлпулăва та хутшăннăччĕ. Унта пире пĕрлештерекенни Измаил Григорьев чăваш офицерĕ пулчĕ. Халĕ вăл, отставкăри полковник, - чăвашсен паллă çыравçи.

Акă, хитре те çирĕп алăпа çырнă çыру:

«Анатолий Федорович!

Эсир ярса панă хаçатсене те /тĕлпулусем çинчен тĕрленчĕксем пичетленнĕ. – А.Ю./, сирĕн сăвва та илтĕм. Тавтапуç!

Сăвă манна питĕ килĕшрĕ.

Юлашки вăхăтра нумай çĕнĕ кĕвĕ çураласса кĕтес пулать.

Киле лайăх çитрĕмĕр, Шупашкар та пире лайăх кĕтсе илчĕ. Манран салам Анатолий Сергеевич Романова /КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнăскер. – А.Ю./ тата сирĕн редактор Романов юлташа калама ыйтатăп.

Сывă пулăр!

Сире хисеплесе – Ф.Лукин.

8.05.1969 ç.»

«Хисеплĕ Анатолий Федорович!

Çырушăн пысăк тав! Хаçатра пичетленĕ юррăмăрсемшĕн те!

«Тăван кил çути» публицистика статйине те вуласа тухрăм. Питĕ хитре, тарăн шухăшлă стать.

Ку çыру мана тата хытă савăнтарчĕ, унта эсĕ «Йăмра» ятлă юрă çинчен çырса пĕлтертĕн. Ку юрра вара хамăн юрăсен хушшинче аран-аран шыраса тупрăм. Эпĕ ун çинчен манса кайнă. Юрри çав тери килĕшрĕ манна. Сăввине тупаймарăм. Мана вара хăвăртрах ярса пар. Тăватă куплетран ытла ан пултăр. Кайран юррине сана ярса парăп.

Ку юрра тупнăшăн питĕ савăнтăм эпĕ. Çырушăн, манна манманшăн тав сана!

Чун-чĕререн хисеплесе – Ф.Лукин.

P.S. Эсĕ Ульяновскра  пурăнатăн ахăр, редакцире ĕçлетĕн. Питĕ лайăх!»

Композиторăн 80 çулхи юбилейĕ тĕлне хаçатра анлăрах статья пичетлес шутпа эпĕ унран хăйĕн кĕске  биографине çырса яма ыйтнăччĕ. Манăн ыйтăва вăл вăхăтра  тивĕçтерчĕ.

Юлашкинчен паллă композитор пултарулăхĕн çÿпçинчен манăн сăвăсемпе çырнă икĕ юрра илсе кăтартатăп:

Йăмра

Ĕç хыççăн лăпкă, савăк каçсенче

Мĕнле аван-çке вăйă вылямашкăн,

Йăмра çумне сĕвеннĕ сак çинче

Чун савнипе сăпайлăн калаçмашкăн. /Икĕ хут/ 

Çĕр çул та, тен, ларать çак ват йăмра,

Çавах хитре, çавах кăтра туратлă.

Мĕн чул, мĕн чул-ши каччă-хĕр чунран

Ун айĕнче пĕрне-пĕри юратнă?

/Икĕ хут/ 

Миçе-ши савнă мăшăра чунтан

Çак ват йăмра пăшăлтатса йăпатнă?

Анчах хальхи пек çамрăка курман –

Пире телейлĕ самана çуратнă.

/Икĕ хут/

Эп те хĕре юратрăм çакăнта…

Хальччен чĕре нихçан савса курманччĕ.

Лаштра йăмра хумханчĕ те пăртак –

Ăшра асамлă туйăмсем вăранчĕç.

/Икĕ хут/

Пăхсам, пăхсам: йăмраллă ял çинче,

Тÿпери пек, çут çăлтăрсем çунаççĕ.

Ахальтен мар сÿнми телей çинчен

Яш-кĕрĕмсем хавасланса юрлаççĕ.

/Икĕ хут/

Ку сăввăн шăпи телейлĕ пулчĕ: 1954 çулта «Ялав» журналта çапăнса тухнă хыççăн вăл чылай хаçатра кун çути курчĕ. Çамрăк поэтсен «Çеçпĕл çеçкин» малтанхи кĕнекине те кĕме тивĕçлĕ пулчĕ. Влас Захарович Иванов-Паймен паллă поэт тата прозаик ăна Куйбышеври /хальхи Самар/ хулинче тухса тăнă «Волжская коммуна» хаçатра та куçарса пичетлерĕ.

Тепĕр юрри – çакă:

Эпир – симĕс тумлă салтаксем

Эпĕр – симĕс тумлă салтаксем,

Салтаксен, палах, пур пакунсем.

Стройпала утатпăр вăрçа маар –

Стройкăна васкать ку пирĕн çар.

Хушса юрламалли:

Ать-два, ать-два,

Ĕç кĕтет пире!

Ать-два, ать-два,

Кирлĕ ĕç мире!

Ать-два, ать-два,

Эпĕр – ĕçлĕ çар!

Ать-два, ать-два,

Тăрăр юнашар! 

Никĕс акă пирĕн полигон,

Çапăçури пекех хĕрÿ кун.

Çурт-йĕр çĕкленет çÿле чипер

Е хыватпăр чĕнтĕрлĕ кĕпер.

Хушса юрламалли.

Тек инкек ан тÿстĕр Çĕр-анне, -

Сÿнтерер-и вăрçă çулăмне!

Çурт çеç никĕслетĕр куч ух çар, -

Çакăншăн тăрар-и паян кар!

Хушса юрламалли.

«Хаклă тусăм Анатолий!

Сăвăласа саламланăшăн – чун-чĕререн тав!

Сана та, санăн арăмна та Çĕнĕ çул ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатăп. Ырлăх-сывлăх сунатăп, творчествăра çĕнĕ çитĕнÿсем пулччăр!

Ф.Лукин.

«Мы о – военные строители» питĕ чаплă юрă пулчĕ. Эпĕ ăна октябрь вĕçĕнчех вĕçлерĕм».

Салам открыткинчи çак йĕркесене хăçан çырнине кăтартман.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика