19 февраля 2013 г.
Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Пулайкасси ялĕнчи пулăçсем ăмăртăва пухăнчĕç. Кăçалхипе вăл пиллĕкмĕш хут иртрĕ.
Ялти пĕве çине чылайăн пухăнчĕç: пулăçсем, жюри членĕсем, куракансем. Хĕрÿ кĕрешÿ пуçланчĕ. Пулă тытма пăра шăтарассипе В. Александров палăрчĕ. Пĕрремĕш пулла О. Попов тытрĕ. Пулă чи нумай тытаканни вара А. Владимиров пулчĕ. Тупăшăва хутшăнакансенчен чи çамрăкки Д. Александров (2 çулта), чи ватти А. Александров (50) пулчĕç.
Хаваслă ăмăрту хыççăн пулă шÿрпи çирĕмĕр. Юлашкинчен пăр çинче футбол выляса савăнтăмăр.
Пулăçсен ăмăртăвне ирттерме хамăр ентешсем, Шупашкарта пурăнакан Владимир, Регина, Лиля, Вячеслав Александровсем пулăшрĕç, ăмăртура палăрнисене парнесем пачĕç. Тавах Александровсене.