Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умри тĕллевсем паллă

09 декабря 2014 г.

Раççей Президенчĕ В. Путин Федераллă Канаша янă Çырупа тĕплĕн паллашрăм. Çĕршывăн çитес тапхăрти малашлăх аталанăвĕн тĕп докуменчĕ тенĕ пулăттăм эпĕ ăна. Çырура кашни отрасль умнех задачăсем лартнă. Çĕршыв ертỹçи хăйĕн сăмахĕнче Раççейре пурăнакансен сывлăхĕ, вĕсен вăтам пурăнаслăхĕн çулĕ, халăх йышĕ тата вăл мĕнле улшăнса пыни, ача амăшĕн капиталĕ çинче те уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе Трак енре те ырă улшăнусем çук мар. Халĕ пирĕн тăрăхра 4775 пенсионер пурăнать. Вĕсене уйăхра пенси укçи тỹлеме 50 млн тенкĕ ытла кирлĕ. Çак укçа хисепĕн 27 процентне кăна эпир вырăнта пухма пултаратпăр, ыттине унпа Мускав тивĕçтерет. Ватăсем ватлăхра паракан тивĕçлĕ укçана вăхăтра илсе тăраççĕ. Çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен чи пĕчĕк пенсин виçи 5771 тенкĕпе танлашĕ. Çĕршыв ертỹçи хăйĕн сăмахĕнче демографи ыйтăвне те çĕклерĕ. Ял ватăлса пырать тетпĕр пулин те, кăçалхи вунпĕр уйăхра Трак тăрăхĕнче 165 пепке çут тĕнчене килнĕ. Кăçал ку таранччен пирĕн управленине Трак енри икĕ е унтан та ытларах ача çуратнă амăшĕсенчен амăшĕн капиталĕпе тивĕçтерме ыйтса 96 заявлени пырса кĕчĕ. Эпир 93 ача амăшĕн ыйтăвне тивĕçтертĕмĕр. Паянхи куна ача амăшĕн капиталĕн виçи 429 пин тенкĕпе танлашать. Ăна, тĕпрен илсен, амăшĕсем пурăнмалли çурт-йĕр, хваттер условийĕсене лайăхлатнă çĕре яраççĕ. Çырура çавăн пекех “Доступная среда” патшалăх программине малалла тăсасси, сусăр çынсене пăхса тăракан учрежденисен хисепне ỹстересси çинчен каланă. Ку питех те тĕрĕс, мĕншĕн тесен пирĕн тăрăхра та инвалидсен хисепĕ пĕчĕк мар-çке. Тĕллевсем паллă, çанă тавăрса ĕçлемелли кăна юлать. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика