Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Статистика кунĕ — пирĕн районта

09 декабря 2014 г.

Статистика кунĕ — пирĕн районта

Декабрĕн 4-мĕшĕнче пирĕн районта Статистика кунĕ иртрĕ. Çав кун Трак ене Чăвашстат ертỹçисемпе пайсен пуçлăхĕсем, специалистсем килчĕç. Вĕсем малтанах район ертỹçисемпе тĕл пулчĕç, коммерци, ял хуçалăх, бюджет организацийĕсен тĕп бухгалтерĕсемпе, ытти тытăмри шут ĕçченĕсемпе вĕренỹ занятийĕсем йĕркелерĕç. Юлашкинчен Чăвашстат ертỹçин çумĕ Л. А. Петрова районти “Ял пурнăçĕ” хаçат журналисчĕн Ю. Борисовăн ыйтăвĕсем çине хуравлама кăмăл турĕ. Ю. Б.: Любовь Арвидсовна, Сире тата сирĕн ĕçченсене Трак тăрăхĕнче курма хавас. Л. П.: Тавах ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн. Ю. Б.: Сирĕн шутпа, статистика тытăмĕнче хăçан ĕçлеме аванрахчĕ: советсен вăхăтĕнче е халĕ? Л. П.: Советсен вăхăтĕнче ĕçлеме çăмăлрахчĕ, паян — йывăртарах, анчах интереслĕрех. Мĕншĕнне ăнлантаратăп. Ĕлĕк статистика учетпа тĕрĕслев органĕ пулнă, çавăнпа çỹлти органсене тулли, тĕрĕс те чăн-чăн информацисем çитернĕ. Çĕршыв рынок хутшăнăвĕсем çине куçсан пирĕн пĕтĕм тытăма çĕнĕрен пăхса тухма, хăшĕ-пĕрисене — макроэкономика, хаксен, ĕç рынокĕн статистикине çĕнĕрен йĕркелеме тиврĕ. Пирĕн службăн тĕп функцийĕ те улшăнчĕ. Паян вăл — халăх пурнăçĕн виçине, экономика процессне палăртасси тата ыт. те. Пирĕн тĕп ĕçĕн никĕсĕнче статистикăн федераци шайĕнче çирĕплетнĕ планĕ выртать. Ăна Раççей Правительстви çирĕплетет. Асăннă документра 200 ытла направлени тата 40 млн яхăн кăтарту. Çавăн чухлĕ ĕçе пурнăçлама Росстатсăр пуçне унăн территорисенчи органĕсем, министерствăсемпе ведомствăсем хутшăнаççĕ. Куратăр пулĕ, ĕç калăпăшĕ питех те пысăк. Субъектсен, шута илмелли виçесен хисепĕ çĕршер хут ỹсрĕ. Пĕр сăмахпа, тунсăхлама памаççĕ. Ю. Б.: Статистика кăтартăвĕсем мĕн тума кирлĕ-ха? Л. П.: Статистика кăтартăвĕсем патшалăх шайĕнче йышăнусем тума, çĕршывра, регионта, муниципалитетра пулса иртекен улшăнусене тата тулли ỹкерчĕке курма. Çавăнпа кирлĕ те статистика, вăл социаллă сферăри, экономика, демографи, экологи, ытти процессенчи пиншер кăтартăва халăх умне кăларать. Ю. Б.: Организацин отчет памалли формине тата вăхăтне мĕнле пĕлмелле? Л. П.: Чăвашстатăн сайтĕнче “Отчетность (Статистическая отчетность)” пай пур, унта эсир хăвăра хумхантаракан формăсене шыраса тупма пултаратăр. Тата “Актуальная информация для юридических и физических лиц” пайра вара отчет тăратмалли вăхăтсене кăтартнă. Ю. Б.: Статистика органĕсем умĕнче мĕнле тĕллевсем тăраççĕ? Л. П.: Раççей Правительствин “Экономическое развитие и инновационная экономика” патшалăх программи çумĕнче “Формирование официальной статистической информации” çумпрограмма йышăннă. Унта 2020 çулчченхи тапхăрта патшалăх статистика тытăмне малалла аталантармалли çул-йĕре палăртнă. Умра вара — çитес çул халăхăн микроперепиçне, 2016 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх тата экономика çыравĕсене ирттересси. Ю. Б.: Калаçушăн тав. Л. П.: Райхаçатра вырăн уйăрса панăшăн хăвăра тав.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика