Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика Пуçлăхĕ хак панă

09 декабря 2014 г.

Республика Пуçлăхĕ хак панă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев декабрĕн 4-мĕшĕнче Мускавра Кремльте РФ Президенчĕ В. Путин йăлана кĕнĕ Федераллă Канаша янă Çырупа паллаштарнă мероприятие хутшăннă. Каярах вăл журналистсемпе тĕл пулнă, çакна палăртнă. “Раççей Президенчĕ В. Путин кăçалхи Çырура хăйĕн сăмахне тĕнчери политикăран, пирĕн çĕршыва хирĕç тăратнă санкцисенчен пуçларĕ. Вăл çав вăхăтрах вырăс халăхĕн патриотизмне тата ăс-хакăл вăйне уйрăммăн палăртрĕ. Владимир Владимирович Украинăри лару-тăрăва хак пачĕ, уйрăм инвестицисемпе харпăрлăха хỹтĕлесси, предпринимательсене хăй вăхăтĕнче чикĕ леш енне илсе кайнă мула (капитала) каялла тавăрса пама ирĕк туса парасси пирки уйрăммăн пĕлтерчĕ. Çырура ĕç çыннисене вĕрентỹ, сывлăха сыхлас, физкультурăпа спортра, культура сферинче çăмăллăхсем парасси çинчен те тĕплĕн каланă. Эпир хĕвеланăç çĕршывсенчи евĕр пысăк технологиллĕ продукци туса кăларма пултаратпăр иккен. Çакна эпĕ Мускавра Пĕтĕм тĕнчери “Электрические сети России-2014” ятарлă выставкăра пулса курса тепĕр хут ĕнентĕм, хамăр предприятисен продукцине пысăка хурса хак патăм. Вĕсем кирек епле компанисемпе те конкуренцие хутшăнма пултарнине яр уççăн туйса илтĕм. Раççей Президенчĕ пирĕн ума тĕллевлĕ задачăсем лартрĕ, эпир вырăнсенче бизнес çыннисемпе, обществăлла организацисемпе пĕрле вăй хурса вĕсене пурнăçлатпăрах”, — тенĕ М. Игнатьев.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика