Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Композитора ырăпа аса илчĕç

12 февраля 2013 г.

Пирĕн мухтавлă ентешĕн — Çавалçырма ялĕнче çуралнă СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕн, РФ халăх артисчĕн, РСФСР, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата “Хисеп палли” орденĕсен кавалерĕн, чăвашсен паллă композиторĕн Ф. М. Лукинăн пурнăçĕ 1994 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче татăлнă. Манмаççĕ ăна Чатукасси тăрăхĕнче пурăнакансем. Çулленех асăну кунне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чатукассинчи культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕнче иртрĕ.
     Хăнасем чылайăн хутшăнчĕç унта. Çав йышра композитор хĕрĕ — Татьяна Филипповна, хамăр ентешсем — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, уçă йышши “Чăваш бройлерĕ” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ В. И. Николаев, Чăваш халăх поэчĕ Ю. С. Сементер, Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх правленийĕн председателĕ А. Н. Львов тата унăн çумĕ А. В. Яковлев журналист, Раççей Почтин республикăри управленийĕн начальникĕ С. Т. Тимофеева тата И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн пĕччен юрлакансен кафедрин доценчĕ В. Г. Егоров, çавăн пекех ЧР Вĕрентÿ министерствин лицензи пайĕн эксперчĕ С. Г. Калашникова, республикăри композиторсен пĕрлĕхĕн председателĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ Н. Н. Казаков, ЧР Пуçлăхĕн канашçи М. Г. Кондратьев музыковед, Ф. П. Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищин хор дирижерĕсен уйрăмĕн заведующийĕ А. А. Юнисов, Чăваш наци музейĕн директорĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ В. Г. Шляхина (хамăр ентеш), кунти А. М. Тихомиров ÿнерçĕ-дизайнер, ăслăлăх сотрудникĕ А. Ю. Иванов тата Т. Н. Орлова ертсе пыракан методист тата ыттисем пулчĕç.  
     Асăну кунне район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков уçрĕ. “Кăçалхи çула Ф. М. Лукин композитор çулталăкĕ тесе пĕлтертĕмĕр. Паян вара эпир Филипп Мироновича сума суса унăн ĕçлĕ çулĕсене аса илме пухăнтăмăр. Ентеш ячĕ çамрăк чĕресенче те ĕмĕр-ĕмĕр упрантăр. Район администрацийĕ Ф. М. Лукин музейне юсаса çĕнĕ сăн кĕртме, юбилей мероприятийĕсем ирттерме укçа-тенкĕ уйăрĕ”, терĕ Андрей Владимирович.
     ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, уçă йышши “Чăваш бройлерĕ” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ В. И. Николаев музее ноутбук парнелерĕ. Раççей Почтин республикăри управленийĕн начальникĕ С. Т. Тимофеева ятлă-сумлă композитор ячĕпе 1 миллион тенкĕлĕх конвертсем кăларасси пирки пĕлтерчĕ. М. Г. Кондратьев “Филипп Лукин: музыкант, общественный деятель” кĕнекене ентешĕсем валли 66 экземпляр илсе килнĕ (сăмах май, кунтах Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн кĕнеке куравĕ — библиотекарĕ Л. В. Кузьмина — ĕçлерĕ). “Трак ен” ентешлĕх правленийĕн председателĕ А. Н. Львов композитор хĕрне — Татьяна Филипповнана ентешлĕх медальне пачĕ. Татьяна Филипповна вара музее ашшĕпе çыхăннă ĕçлĕ хутсене татах та парнелеме шантарчĕ. Композитор ентешĕсен ячĕпе В. Н. Лукинпа Н. М. Матвеев сăмах каларĕç. Музей директорĕ Н. Н. Лукина хăнасене экспонатсемпе паллаштарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика