Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсен ларăвĕ

23 сентября 2014 г.

Ĕнер район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш созыври Пухăвĕн черетлĕ 39-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне район администрацийĕн пайĕсен начальникĕсем, ĕç тăвакан влаçăн территори, федераци тата республика органĕсен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкулсен директорĕсем хутшăннă. Лару çакăн пек кун йĕрки çирĕплетнĕ: 1. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2010 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчи С-3Ỹ5 №-лĕ “ЧР Красноармейски районĕнчи бюджет тата хысна учрежденийĕсене йĕркелес, реорганизацилес тата пĕтерес йĕр-кене çирĕплетесси, çавăн пекех муниципаллă учрежденисен типне улăштарас тата бюджетпа хысна учрежденисен уставне çирĕплетес, улшăнусем кĕртес” йышăну вăйне çухатни çинчен. 2. Районăн муниципаллă харпăрлăхне тытса тăрас йĕркен Положенине çирĕплетесси çинчен. 3. Районăн бюджет çителĕклĕхне танлаштарма дотацине кăштах улăштарнă çĕрте уйрăм çынсен тупăшăвĕ çине хуракан налукран хушма нормативсене усă курасси. 4. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В. Егоров депутат тивĕçне пурнăçлани çинчен отчет. 5. “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсем-шĕн” орден медалĕпе наградăлама тăратасси çинчен. Кун йĕркинчи пĕрремĕш-иккĕмĕш ыйтусемпе райадминистрацин право тата кадрсен ĕçĕн секторĕн заведующийĕ И. Степанова, виççĕмĕшпе финанс пайĕн начальникĕ О. Суховетрюк, тăваттăмĕшпе 10-мĕш №-лĕ Чатукасси суйлав округĕпе суйланнă В. Егоров депутат, пиллĕкмĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков тухса калаçнă. Сỹтсе явнă ыйтусемпе лару тивĕçлĕ йышăну тунă.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика