Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Велочупура — çамрăксем

02 сентября 2014 г.

Велочупура — çамрăксем

Районта “Раççей ялавĕ айĕнче” ятпа çамрăксен велочупăвĕ иртрĕ. Ку мероприятин тĕп тĕллевĕ патшалăх символĕсене пропагандăласси, граждансене вĕсене хисеплеме воспитани парасси, Тăван çĕр-шыв авторитетне хăпартасси пулчĕ. 30 ытла велосипедист хутшăнчĕ унта. Вĕсем малтанах Красноармейскинчи физкультурăпа сиплев комплексĕ умне пухăнчĕç. Каярахпа Мухтав Монуменчĕ умне чечексем хучĕç. Унтан велосипедистсем Кĕçĕн Шетмĕнелле çул тытрĕç. Дубовка ялĕ тĕлĕнче вĕсем çумне Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи çамрăк велосипедистсем хушăнчĕç. Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне те чечексем хучĕç. Чупăва район администрацийĕнчи çамрăк специалистсем, Заволжски ЛПУМГпа газ участокĕн представителĕсем, шкул ачисемпе пĕрлех 5 çулхи Таня Ильина тата 63ри Виталий Овчинников та хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан О. Суховетрюк велочупăва хутшăннисене ăшшăн саламларĕ, вĕсене сертификатсем пачĕ. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика