Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсионерсен пĕрремĕш спартакиади

15 августа 2014 г.

Красноармейскинчи тĕп стадионта районти аслă ăру çыннисен “Спортри вăрăм ĕмĕр” пĕрремĕш спартакиади пулчĕ.

Унта 60 çултан аслăрах арçынсемпе 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсем хутшăнчĕç. Спартакиадăра пĕтĕмпе ял тăрăхĕсенчи 8 команда тата Заволжски ЛПУМГри “Факел” коллектив вăй виçрĕ. Положенипе килĕшỹллĕн, вĕсенче 4-шар арçынпа хĕрарăмăн тупăшмаллаччĕ. Чăн та, хăш-пĕр командăсенче вĕсен йышĕ пĕчĕкрех те пулчĕ. Ветеран-спортсменсене вăйăсем пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков, Раççей пенсионерĕсен районти уйрăмĕн председателĕ А. П. Никитин тата РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертỹçи А. В. Петрова ăшшăн саламларĕç. “Ку спартакиадăна йĕркелесе ирттерме район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем чылай пулăшрĕç. Пирĕн ветеран-спортсменсем аслă ăру çыннисен республикăри I спартакиадине хутшăнма, япăх мар кăтартусемпе палăрма пултарчĕç”, — терĕ Алексей Петрович. “Сире ватă теме чĕлхем çаврăнмасть. Лайăх кăтартусем сунатпăр. Килсене тулли кăмăлпа таврăнасса шанса тăратăп”, — палăртрĕ Альбина Валерьяновна та. Ăмăртусем умĕн спартакиадăна хутшăннисем ỹт-пỹ хусканăвĕсем турĕç. В. В. Моисеев тĕп судья программăпа паллаштарнă хыççăн чи малтан çăмăл атлетсем эстафетăра старт илчĕç: кашниех 200 метра чупрĕ. Кунта “Факел” команда (ЗЛПУМГ) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Пикшиксем, виççĕмĕшĕнче — Уписем. Дартсра (унта 2-шер арçынпа 1-ер хĕрарăм тупăшрĕç) Уписем, “Факел” (ЗЛПУМГ) тата Мăн Шетмĕсем палăрчĕç. Чушкăлла выляса В. Андреев (“Факел”), Л. Семеновпа В. Шестаков (Красноармейски ял тăрăхĕ) маттур пулчĕç. Шахмат турнирĕнче хĕрарăмсенчен В. Ильина (Еншик Чуллă ял тăрăхĕ), М. Семенова (Пикшик ял тăрăхĕ) тата И. Семенова (“Факел”), арçынсенчен С. Иванов (Мăн Шетмĕ), П. Яковлев (Алманч ял тăрăхĕ), Б. Иванов (Мăн Шетмĕ), шашка турнирĕнче хĕрарăмсенчен М. Семенова (Пикшик ял тăрăхĕ), В. Ильина (Еншик Чуллă ял тăрăхĕ), Ю. Капрова (“Факел”), арçынсенчен В. Иванов (Мăн Шетмĕ), П. Григорьев (Упи ял тăрăхĕ) тата А. Емельянов (Красноармейски ял тăрăхĕ) малтисем пулса тăчĕç. Комбинированнăй эстафетăра пĕрремĕш вырăна Пикшик ял тăрăхĕн спортсменĕсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшĕнче — Заволжски ЛПУМГри ветерансен “Факел” коллективĕ, виççĕмĕшĕнче — Еншик Чуллăсем. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе вара спартакиадăра “Факел” команда мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Пикшик тата Еншик Чуллă ял тăрăхĕсен ветеран-спортсменĕсем йышăнчĕç. Малтисене медальсемпе, дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика