Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “В. Путинпа М. Игнатьев пĕрлехи ĕç тăваççĕ”

12 августа 2014 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. В. Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе  М. В. Игнатьевпа тĕл пулса калаçни çинчен  эпир хамăр хаçатра та çырнăччĕ. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков тата район пуçлăхĕ В. Н. Григорьев мĕн шутлаççĕ-ши;  
Çак ыйтăва панă та пирĕн корреспондентсем Андрей Владимировичпа Владимир Николаевича.
А. В. Шестаков: Тĕл пулу вăхăтĕнче  М. В. Игнатьев В. В. Путин Президента республика аталанăвĕ, хальлĕхе вырăн тупакан чăрмавсем çинчен каласа кăтартрĕ. Нумай нациллĕ республикăра тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине илтсен, акă, Владимир Владимирович хăй кăмăллă юлнине пĕлтерчĕ. В. В. Путин çамрăк çемьесене пулăшу кÿмелли регионти программăсем епле ĕçлени çинчен те ыйтса пĕлчĕ. Пирĕн районта та пур вĕсем: “2013—2015 çулсенче граждансене  авариллĕ çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси” тата “2014—2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ял территорийĕсене çирĕппĕн аталантарасси”. Пĕрремĕшĕпе — 11, иккĕмĕшĕпе 4 çемье çĕнĕ çуртра хваттерсем илчĕç. Кунсăр пуçне иккĕмĕш программăпах кăçал 3 çын 1974,2 пин  тата çамрăк 5 çемье 3298 пин тенкĕлĕх субсидисемлĕ пулаççĕ. 1 çур çулта çамрăк 6 çемье ипотека кредичĕсем илнĕ.
Ял хуçалăхĕпе илсен те, улшăнусем пур.  Халĕ,ав, вырма пырать, ял çынни çитĕнтернĕ мĕн пур пуянлăха кĕлете кĕртессишĕн вăй хурать.  Паллах, ку чухне патшалăх пулăшăвĕсĕр те май çук.  Кăçалхи 1 çур çулта, калăпăр, патшалăх пĕтĕмпе 22 млн та 253 пин тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ, çав шутра федераллă бюджетран — 15 млн та 224 пин, республика бюджетĕнчен 7 млн та 29 пин тенкĕлĕх.  Кăçалхи 8 уйăхра  “Таябинка” Агрофирма” ООО — 18 млн та 977 пин, “ВОЛИТ” ООО — 11 млн та 384 пин, “Красное Сормово” ООО 10  млн та 405 пин, районĕпе вара пĕтĕмпе 44 млн та 11 пин тенкĕлĕх  çĕнĕ техника туянма пултарчĕç. 
В. Н. Григорьев: Раççей Президенчĕ В. В. Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе М. В. Игнатьевпа  тĕл пулни мана та савăнтарать. Çакă Чăваш Енĕн те, унăн Пуçлăхĕн М. В. Игнатьевăн та ят-сумĕ ÿссех пынине пĕлтерет. Тĕл пулу вăхăтĕнче иккĕшĕн сăн-пичĕ те кăмăллине асăрхарăм, апла пулсан В. В. Путин  М. В. Игнатьева ятлаçма мар,  республикăри ку чухнехи улшăнусем  çинчен ыйтса пĕлме, сĕнÿ-канаш пама йыхравланă. Ав, тĕрлĕ программăсем мĕнле пурнăçланни пирки ыйтниех  Президент республикăна пулăшма хатĕррине те пĕлтерет. Ман шутпа, В. В. Путинпа М. В. Игнатьев пĕрлехи  ĕç тăваççĕ. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика