Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак ен строителĕсем — ĕçре

08 августа 2014 г.

Районти строительство комплексĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне ĕçри ỹсĕмсемпе кĕтсе илеççĕ.

Акă, Красноармейски ялĕнчи Ленин урамĕнчи 59 хваттерлĕ çурт хута каять. “Доверие плюс” ООО строителĕсем, çав шутра хамăр районтисем те вăй хучĕç, ăна кĕске вăхăтра, пахалăхлă, строительство технологине пăхăнса хăпартса лартрĕç. Пурĕ авариллĕ 4 çуртри 10 тата нумай ачаллă 2 çемье те пурăнма куçаççĕ. Кунта 105461,9 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Çавăн пекех ку пĕрлешỹ ертỹçисемпе килĕшсе Ленин урамĕнчи 70, 72 тата 74 çуртсене газ кĕртме, унпа ăшăнмалла тăвас енĕпе проектпа монтаж ĕçĕсене ирттернĕ.

Райцентрти Çамрăксен тата Морки урамĕсенче нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма меллĕрех пултăр тесе 1,7 çухрăм тăршшĕ шыв пăрăхĕсем хунă, пушартан сыхланма 6 резервуар вырнаçтарнă. Мари Эл Республикинчи “Вета” ООО кунта 4739,7 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Ку урамсене газ кĕртес енĕпе “Газпром газораспределение Чебоксары” пĕрлешỹн Çĕрпỹри филиалĕ 1445 пин тенкĕлĕх ĕçсем ирттернĕ.

Çывăх вăхăтрах Красноармейски ялĕн кăнтăр-хĕвел анăç микрорайонĕнчи урамсене шывпа тивĕçтерме артскважина тăвас, насус станцийĕ, шыв башни вырнаçтарас тĕллевпе ĕçлеме тытăнмалла.

Кăçалах Пăрăнтăк, Васнар, Нимĕчкасси ялĕсенчи çĕнĕ урамсене электролинисем кĕртме пуçăнмалла. Çулсене пăхса-тытса тăрас тĕлĕшпе 38470,510 пин тенкĕлĕх ĕçсем тумалла. Яманак ялĕнчи Çамрăксен тата Çĕнĕ урамсенче 0,78 км тăршшĕ çул тăвасси (кĕперпе пĕрле) малалла пырать. “Волга-Ресурс” ОООн кунта 31 миллион тенкĕлĕх ĕç тумалла.

Кăçалах Янмурçинпа Ямайкасси ялĕсенче ФАПсем хута ямалла.

Уяв çывхарнă май, строительство комплексĕнче вăй хуракансене, çав шутра “Кетра” заводра тимлекенсене те, ку отрасль ветеранĕсене ăшшăн саламлатăп, халăх ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçре çитĕнỹсем туптама ырă сывлăх сунатăп.

С. ГРИГОРЬЕВ, район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика