Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

15 июля 2014 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Шестаков çумĕнчи канашлусенче иртнĕ Район кунĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Район кунĕнче “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешỹн (ООО) тĕп зоотехникĕн Нина Александровна Петрован ĕçри çитĕнĕвĕсене Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса палăртрĕç;

Карайри “Ирина” универсам тата Красноармейскинче çĕнĕ “Бархат” кафе-бар уçрĕç;

“Караево” ОООн тырă тасатса типĕтекен çĕнĕ комплексĕнче пулса курчĕç.

Хăна пỹлĕмĕсен конкурсĕ

Ял тăрăхĕсен килти “Чи лайăх хăна пỹлĕмĕ” конкурсĕнче Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕ “Витаминлă сĕтел”, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ — “Тарават сĕтел”, Еншик Чуллă ял тăрăхĕ — “Чи илемлĕ тутлă сĕтел”, Карай ял тăрăхĕ — “Чи тараватлă сĕтел”, Пикшик ял тăрăхĕ — “Чи пуян сĕтел”, Алманч ял тăрăхĕ — “Улпут сĕтелĕ”, Красноармейски ял тăрăхĕ — “Король сĕтелĕ”, Чатукасси ял тăрăхĕ “Патша сĕтелĕ” номинацисенче çĕнтернĕ, дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ.

Хурт-хăмăрçăсен конкурсĕ

Хурт-хăмăрçăсен “Пыл — çут çанталăкăн пархатарлă парни” конкурсĕнче “Чăн, чăн таса пыл” номинацире Алманч ял тăрăхĕнчи Михаил Лукоянов диплома тивĕçнĕ. Ку ял тăрăхĕнчен конкурса “Чечек пылĕ”, “Çăка пылĕ”, “Май уйăхĕнчи пыл”, “Ырă шăршăллă пыл”, “Караслă пыл”, “Сухăр вĕлтрен — шăнăр курăкĕ”, “Çутă пыл”, “Хутăш пыл” номинацисенче Владимир Дмитриев, Юрий Герасимов, Иван Осипов, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчен Николай Афанасьев, Леонид Дмитриев, Сергей Григорьев, Юрий Дмитриев, Владимир Николаев, Карай ял тăрăхĕнчен Юрий Николаев, Пикшик ял тăрăхĕнчен Анатолий Скворцов, Радомир Репин, Вячеслав Григорьев, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчен Борис Петров, Вениамин Терентьев, Упипе Чатукасси ял тăрăхĕсенчен Сергей Ефимовпа Елена Семенова хутшăннă. Вĕсене пурне те укçан призсемпе тата дипломсемпе чысланă.

Пулăçсен конкурсĕ

“Пулă тытасси Трак Ен-2014” ăмăртура “Чи нумай пулă” номинацире ял тăрăхĕсен командисенчен Алманч ял тăрăхĕнчи (Александр Россеев, Геннадий Дмитриев) — пĕрремĕш вырăн, Красноармейски ял тăрăхĕн (Валерий Чаховский, Владилен Васильев) — иккĕмĕш, Карай ял тăрăхĕн (Эдуард Федоров, Федор Григорьев) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Уйрăм пулăçсенчен Виталий Путаков (“Чул хула Газпромтрансгаз” ООО филиалĕ-Заволжски ЛПУМГ) мала тухнă. Иккĕмĕш вырăна Анатолий Афанасьев (уйрăм предприниматель) йышăннă. Александр Россеев (Алманч ял тăрăхĕ) чи опытлă пулăç, Андрей Чаховский (Красноармейски ял тăрăхĕ) чи çамрăк пулăç ятне илнĕ. Чи пысăк пулла Геннадий Дмитриев (Алманч ял тăрăхĕ) тытнă. Чи тутлă пулă шỹрпи — район администрацийĕн.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика