Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш ырă ятсене тивĕç

25 января 2013 г.

2012 çул Раççей çĕр-шывĕшĕн, Чăваш Республикишĕн тата Трак еншĕн истори çулталăкĕ пулнипе, паллă событисемпе ырă улшăнусем вырăн тупнипе палăрса юлчĕ.

2013 çула вара пирĕн ентешĕн, чăвашсен паллă композиторĕн, СССР Патшалăх преми лауреачĕн, РСФСР халăх артисчĕн, Чăваш тата Дагестан АССРĕсен искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Ф. М. Лукинăн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Чăваш халăхĕ Филипп Мироновичпа тивĕçлипех мăнаçланма пултарать. Ентеш-композитор çуралнăранпа 100 çул çитни, унăн çутă сăнарĕпе этемлĕхĕ, таланчĕпе пултарулăхĕ пирĕншĕн, Чатукасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн, нихăçан та манăçмĕç. Вăл 1952 çулта СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăнă хыççăн Енĕшкасси ялĕнчи стадионта пысăк концерт кăтартрĕç. 1979 çулта “Герой” колхоз ĕçченĕсем Ф. М. Лукина “Хисеплĕ колхозник” ят пачĕç. 1993 çулта вăл çуралнă Çавалçырмара, композиторăн 80 çулхи юбилейне халалласа, пысăк уяв иртрĕ. Ял халăхĕ мухтавлă ентешĕпе пĕрле савăнчĕ.

1997 çулта Чатукассинчи культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче Ф. Лукин музейĕ уçăлчĕ. Унта кĕнĕ çĕрте В. Александров-Анчамас скульптор ăсталанă бюста вырнаçтарнă.

1994 çулта Шупашкар хула ĕçтăвкомĕн председателĕ А. Игумнов тĕп хуламăрăн çурçĕр районĕнчи пулас пĕр урама Ф. Лукин ятне парасси пирки хушу кăларнăччĕ. Анчах çакă 17 çула тăсăлса кайрĕ. 2010 çулта эпир, Чатукасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем, Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх правленийĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. И. Николаев çине тăнипе Шупашкар хула пуçлăхĕ Л. Черкесов кун пирки тепĕр хушăва алă пусса çирĕплетрĕ. 2011 çулта Ф. Лукин урамĕн пуçламăшĕнче çав ятпа савăнăçлă митинг пулчĕ, унта композитор юррисем те янăрарĕç. Пирĕн ятлă-сумлă ентеш Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ пулнăран хула депутачĕсем вăл çырнă юрра хула гимнĕ тесе çирĕплетрĕç.

Паллă тепĕр йышăну вăл — Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ музыка училищине Ф. М. Лукин ятне пани.

Унăн 100 çулхи юбилейне анлăн паллă тăвас тĕллевпех районта анлă программăллă проект хатĕрленĕ (авторĕ — хамăр ентеш — В. Серафимов). Унпа килĕшÿллĕн, ял тăрăхĕсенче, районта тата Шупашкарта мухтавлă композитора сума суса тĕрлĕ конкурссем пычĕç. Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче вара шĕкĕр хуламăрта пĕтĕмлетÿ гала-концерчĕ иртрĕ. Унта мала тухнă пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Паллă ентешĕмĕрĕн — Ф. М. Лукин композиторăн ят-сумĕпе пултарулăхне çитес ăрусем вали сыхласа хăварассишĕн эпир, унăн ентешĕсем, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр, районпа республика ертÿçисене пире кÿрекен пулăшушăн ăшшăн тав тăватпăр, вĕсене, Филипп Миронович талантне пуç таякансене ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика