Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăшарнире шыва кĕчĕç

29 января 2013 г.

Чатукасси плотини çинче вак касса хатĕрленĕ. Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнчи кăнтăрла кунта халăх йышлă пухăнчĕ. Красноармейски чиркĕвĕнчи Василий атте шыва çветить тунă хыççăн ял çамрăкĕсем пĕрин хыççăн тепри (40-е яхăн çын) вакка чăмса тухрĕç.

Кăшарни чатукассисемшĕн шыва кĕнипе çеç мар, тата тепĕр пулăмпа та асра юлчĕ. Вĕсем патшалăхăн страхлакан “Поддержка” компанийĕ 2012 çулта республикăри ял тăрăхĕсем хушшинче ирттернĕ “Ваш дом под защитой ОАО ГСК “Поддержка” конкурс çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Çав ятпа чатукассисене саламлама асăннă компанин Шупашкарти тĕп офисĕн представителĕсем Л. Л. Еремеевапа Н. А. Иванова тата Красноармейскинчи представительство начальникĕ Л. Б. Васильева килчĕç. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. В. Михайлов, Чатукассинчи кану центрĕ çумĕнчи “Телей” ушкăн, ял çыннисем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков та хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.

Сăмах май, ку ял тăрăхĕнче пурăнакансен 36 проценчĕ хăйсен кил-çурчĕсемпе хуралтăсене тата пурлăха страхлама шăпах “Поддержка” компанипе килĕшÿсем тунă. Конкурсра çĕнтернĕшĕн вĕсене дипломпа чысларĕç тата хаклă парне — мотопомпа пачĕç. Ăна Чатукасси ял старости В. А. Егоров илчĕ. Ку ÿсĕмре ял тăрăхĕнчи Л. Г. Андреева страхагентăн тÿпи те пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика