Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поляр унки леш енчи авиаторсене сума суса

27 июня 2014 г.

Республика кунĕнче, çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Трак енре сумлă делегаци пулчĕ. Ун йышĕнче — Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Раççей телевиденийĕпе кăтартакан “Поле чудес” передача ертỹçи, Раççей халăх артисчĕ Леонид Якубович, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн Шалти политика Управленийĕн регион политикин Департаменчĕн начальникĕ, Раççей Геройĕ Алексей Романов, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе 4 хут тĕнче чемпионĕ Сергей Корнилаев тата ыттисем. Вĕсене Чатукасси çĕрĕ çинче çăкăр-тăварпа, чăвашсен кăпăклă сăрипе кĕтсе илчĕç. Хăнасем пирĕн мухтавлă композиторăн Ф. М. Лукинăн халăх музейĕнчи экспонатсемпе (кунта Раççей Геройне Николай Гаврилова халалланă кĕтес те пур) паллашрĕç, культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕнче вертолетпа вĕçекенсем тата СССРăн пĕрремĕш Геройĕ А. В. Ляпидевский çинчен каласа паракан видеофильмсем пăхрĕç. Сăмах май, Анатолий Васильевич Ляпидевский мăшăрĕпе пĕрле Чатукассинче 1973 çулта пулса курнă, вырăнти халăхпа ирттернĕ тĕл пулусене хутшăннă. Çав ятпа кунти шкул çурчĕ çине асăну хăми вырнаçтарнă. Маларах, 1960 çулта, ку ял çыннисемпе чăвашсен паллă летчикĕ Федот Орлов та курнăçнă. Район ертỹлĕхĕпе хисеплĕ хăнасем Чатукассинче Поляр унки леш енчи летчик-авиаторсене сума суса монумент уçрĕç. Икĕ çул каялла кунта пулса курнă чухне Раççей Геройĕ Н. Ф. Гаврилов генерал-лейтенант ку енĕпе пулăшма шантарнăччĕ. Николай Федорович хăйĕн сăмахне тытрĕ: постамент çине вырнаçтарма самолет çунатне тупса пачĕ. Митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков уçрĕ. Вăл Раççей историйĕ çав тери пуяннине, ăна пулас ăрусем валли упраса хăвармаллине, Трак ен çыннисем монумент вырнаçтарма пулăшнăшăн Раççей Геройне Н. Гаврилов генерал-лейтенанта пур кăмăлтан тав тунине палăртрĕ, ăна район администрацийĕн Тав хутне пачĕ. — Летчик профессийĕ çав тери сумлă. Пирĕн ентеш-вĕçевçĕсенчен те çĕр-шыв Геройĕн ятне тивĕçнисем сахалăн мар. Мухтанатпăр, савăнатпăр вĕсемпе. Тен, сирĕн хушăран та самолетпа пĕлĕте çĕкленес текенсем тупăнĕç, — терĕ Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант. Раççей халăх артисчĕ Леонид Якубович телеертỹçĕ Трак ен çыннисене историне манманшăн, ăна пулас ăрусем валли упраса хăварма çине тăнăшăн ăшшăн тав турĕ, “апла пулсан, Раççей пурăнать”, терĕ. Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх ертỹçи Алексей Львов Николай Гавриловпа Леонид Якубовича ентешлĕх медалĕсене пачĕ. Район ертỹлĕхĕпе хăнасем А. В. Ляпидевскин асăну хăми çывăхне, Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче вилнĕ ентешсене сума суса лартнă çĕнĕ палăк тата Поляр унки леш енчи летчик-авиаторсене асăнса çĕкленĕ монумент умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Красноармейскинчи “Заволжский” клуб çумĕнчи Андрей Тюмеров ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ пухăннисене çĕкленỹллĕ юрăсем парнелерĕ. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика