Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » С. В. Егоров: “Çĕнĕ çурт кĕçех хуçисене йышăнĕ”

03 июня 2014 г.

Район хаçачĕн иртнĕ çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнчи номерĕнче эпир “Строительство” рубрикăпа “Çурт ырăлăхпа савăнăç парнелĕ” ятпа строительство площадкинче хатĕрленĕ фоторепортаж пичетленĕччĕ. Ун чухне строительсем кунта тинтерех кăна вăй хума пуçланăччĕ-ха. Сăмах Красноармейски ялĕнчи Ленин урамĕнчи 70Ỹ1 çĕнĕ — пилĕк хутлă, 59 хваттерлĕ — çурт пирки пырать. Ку евĕр çурт — район центрĕнче пĕрремĕш. Куç умĕнчех ỹссе ларчĕ вăл. Строительсене хĕл сиввисем те чăрмантараймарĕç. Çĕнĕ йышши технологипе хăпартса лартрĕç ăна Шупашкарти “Доверие плюс” ООО строителĕсем (генеральнăй директорĕ С. В. Егоров). Чăн та, хамăр тăрăхрисем те пулăшу кỹчĕç вĕсене. Капмар, капăр та илĕртỹллĕ çурт “пиçсе” тухрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков ку объект ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрать. С. В. Егоров генеральнăй директорпа та, строительсемпе те час-часах курнăçса канашлать, сĕнỹсем парать, пулăшу кỹме çине тăрать. Андрей Владимировичпа пĕрле çĕнĕ çурт тунă çĕрте ку хутĕнче эпир те, журналистсем, пултăмăр. Объектра пире “Доверие плюс” ООО генеральнăй директорĕпе С. В. Егоровпа техника директорĕ О. Ф. Кондратьев кĕтсе илчĕç. — Куратăр ĕнтĕ, мĕнле маттур пирĕн строительсем! Пилĕк хутлă ку çурта кĕске вăхăтрах хăпартса лартрĕç, — пĕлтерчĕ Сергей Валерианович. Вăл çак объекта Республика Кунĕ тĕлне хута яма пăхнине те каларĕ. — Кунта халĕ 60-а яхăн строитель пĕр ĕмĕт-тĕллевпе тимлет. Вĕсем юлашки вăхăтра вăрăмлатнă икĕ сменăпа вăй хураççĕ. Кашниех ку çурта палăртнă вăхăтра ĕçе кĕртесшĕн, çĕнĕ хваттерсен хуçисене сумлă парне кỹрсе савăнтарасшăн, — терĕ малалла С. В. Егоров генеральнăй директор. Шалта штукатурсем тăрăшаççĕ. Ăшă тытăмне вырнаçтарасси малалла пырать. Сăмах май, кашни хваттере уйрăммăн хутса ăшăтмалла тăваççĕ, ку енĕпе халĕ лартакан оборудовани перекетлĕх енĕпе малта тăрать. Ĕç-пуçпа паллаштарнă май, генеральнăй директор район администрацийĕн пуçлăхĕпе массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене пĕрремĕш хутри пĕр пỹлĕме илсе кĕрсе кăтартрĕ. Кунта хальлĕхе ĕçсем туллин вĕçленмен пулин те, хăтлăх хулари хваттерсенчен пĕртте кая пулмасси, тен, лайăхрах та иккенни куç кĕретех. Çакна Сергей Валерианович пирĕн умра тепĕр хут палăртса каларĕ. Строительсен пĕр ушкăнĕ çурт тăррине витессипе тимлет. Ку ĕçе июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Çуртăн урам енчи умне тирпей-илем кĕртес ĕçсем пуçăннă. Çыхăнуçăсем кунтах кабель хума тытăнаççĕ. Башньăллă крана çак кунсенчех демонтажласан, тирпей-илем кĕртесси тепĕр енче те тытăнмалла. — Эпир хăпартакан илемлĕ те паха çуртра чи малтан авариллĕ çуртсенче пурăнакансем, нумай ачаллă çемьесем, тĕрлĕ программăсене кĕнĕ çамрăк специалистсем хваттер уççисем илĕç, — палăртрĕ Сергей Валерианович. Район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ку çурта авариллĕ çуртсенчи 10, нумай ачаллă икĕ çемьене куçарма пăхаççĕ. “Çурт-йĕр” программăпа килĕшỹллĕн çамрăк çемьесем те хваттер уççиллĕ пулса тăрĕç. “Ял территорийĕсене 2014—2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта çирĕппĕн аталантарасси” федераллă тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртнĕ май та çамрăк çемьесемпе специалистсем кунта пурăнма тытăнĕç. Çуртра, каларăмăр, 59 хваттер, çав шутра пĕр пỹлĕмли — 34, иккĕлли — 20, виççĕлли — 5. Стенасем — ăшă керамикăран. Хваттерсене уйрăмшарăн хутса ăшăтаççĕ, шута илмелли приборсем кашни хваттерĕн уйрăм. Кантăксем — пластикран. Çурт çывăхĕнчех ача-пăчапа çитĕннисем валли вылямалли тата кану площадкисем тăвассине те пĕлтерчĕ генеральнăй директор. Асăннă объекта хута яриччен çапла вара вăхăт нумай юлмасть. Эпир строительсене мĕн пур ĕçе палăртнă тапхăрта тата пахалăхлă вĕçлеме вăй-халпа хавхалану тата ăнăçу сунатпăр. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика