Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администрацийĕн пуçлăхĕпе тĕл пулчĕç

27 мая 2014 г.

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков политикăлла партисен вырăнти уйрăмĕсен — “Единая Россия”, КПРФ, “Справедливая Россия” предствителĕсемпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ. Унта пухăннисене Андрей Владимирович районăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕпе паллаштарчĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ,тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Малалла калаçу "ыйту-хурав" мелпе сыпăнса пычĕ. Коммунистсем енчен В. Н. Никитин Чатукасси — Красноармейски автоçула юсасси пирки ыйту çĕклерĕ. Çавăн пекех ăна район больницинче халăх сывлăхне сыхлас ĕçе лайăхлатасси, Красноармейскинчи физкультурăпа сывлăх комплексĕнче çынсене йышăнас йĕрке, газ уçлакан станци сывлăша кăларакан тасамарлăхшăн компенсаци укçи тỹлесси епле пулса пыни тата райцентрта обществăлла мунча тăвассипе лару-тăру еплерех пулни кăсăклантарчĕ. Н. П. Петров районти хăш-пĕр ялсенче (уйрăмах Алманч ял тăрăхĕнчисенче) Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене сăвапласа лартнă палăксем умĕнче тирпей-илем кĕртесси, юхăннă культура учрежденийĕсен çурчĕсене юсаса курăмлă тăвасси канăçсăрлантарнине пĕлтерчĕ. Н. Г. Ершов "Янкасри кану çуртне юсас ĕçсем вăхăтлăха чарăннă тени тĕрĕсех-и?" тата "Ку тăрăхри тулли мар яваплă "Бахча" хуçалăх панкрута тухас хăрушлăхра мар-и?" ыйтусемпе интересленчĕ. "Справедливая Россия" партин районти уйрăмĕ енчен ертỹçи Ю. В. Степанов Трак енти автоçулсем тăрăх нормăран ирттерсе грузсем тиенĕ автомашинăсем çỹренипе кăмăлсăр. Иртнĕ çул ĕçе кайнă пиччĕн кирпĕч кăларакан "КЕТРА" завод турттаракан чĕр тавара е кунтан илсе тухакан продукцие вырăна çитернĕ чух йĕркеллĕ çулах аркатас хăрушлăх пур. Ку тĕлĕшпе мерăсем йышăнма ыйтрĕ Юрий Витальевич. Асăннă парти членĕ Г. И. Васильев Красноармейскинчи çĕнĕ "Луговая" урама çут çанталăк газĕ илсе пырассине хăвăртлатма май пуррипе çуккине ыйтса пĕлчĕ, сĕнỹсем пачĕ. Ĕçлĕ калаçăва “Единая Россия” партинчен А. Н. Лебедевпа А. В. Пантелеймонова хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков тĕл пулура çĕкленĕ ыйтусем çине май пур таран тулли хуравсем пама тăрăшрĕ. Унта пухăннисем вĕсемпе кăмăллă юлчĕç. Ăна ĕçлĕ те усăллă, тĕллевлĕ калаçушăн тав турĕç. Çакăн евĕр тĕл пулусене малашне кашни кварталтах ирттерме килĕшрĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика