Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурăнлă çул тăрăх

29 мая 2012 г.

Истори кăтартăвĕсем тăрăх, Бибарс кнеç ертсе пыракан çар отрячĕ хальхи Чатукасси ялĕн территорийĕнче те йĕркеленнĕ. Авалхи документсем çирĕплетнĕ тăрăх, Атăл çи Пăлхар çĕр-шывĕ ислам тĕнне йышăннă вăхăтра Чатукасси ялĕ йĕркеленнĕ. Ислам тĕнне йышăнман сувар (сăвар) йăхĕнчи темиçе çемьене пурăнакан вырăнтан хăваланă, вĕсем çĕр-шывăн чикĕ хĕррине, Аслă çул (Атăл çи Пăлхар — Муром) юпленнĕ вырăна килсе вырнаçнă, 1114 çул тĕлнелле Чатукасси ялне пуçарса янă. Ял ячĕ “Чатак” — икĕ çул пĕрлешнĕ вырăн, çул тăваткалĕ, “кас” — ял, урам — сăмахсенчен пулса кайнă. (В. В. Радлов. Словарь древнетюркских слов). Каярах вырăнти халăх ăна пĕрпеклетсе “Чаток”, “Чатук” тенĕ. Паян та вырăнти çынсенчен “Ăçта каятăн?” тесен, вĕсем “Чатока”, “Чатука” тесе хуравлаççĕ.

60—80 яхăн яхăн салтакран тăракан Бибарс кнеçăн отрячĕ Чатукасси тăрăхĕнче 1180 çулсем патнелле вырнаçнă. Тĕрĕссипе, Атăл çи Пăлхар çĕр-шывĕнче Бибарс кнеçсен йăхĕ патшалăх йĕркеленнĕ тата Хусан ханстви (патшалăхĕ) пĕтичченхи тапхăрта тытăнса тăнă. Акă мĕн çырнă вĕсем пирки ХV ĕмĕрте тухнă “Зафар наме вилайет Казань” кĕнекере: “Бибарс — бек города, хаким Булгарского вилайета, зеница ока султанов, жемчужина раковины величия и могущества, отпиратель дверей сокровищниц ханских, принадлежащих к роду эмиров”. В. Дмитриев профессор, историк-этнограф вара çапла çырать: “В ноябре 1551 года Хан Шах-Али раскрыл заговор Бибарса князя, Кадыша богатыря, Карамыш улана и других задумавших отстранить его от престола и пригласить хана с Ногайской стороны. Все они были казнены. Имя Бибарс означает — князь, сильный как Барс: Би — князь, повелитель, господин. Барс — символ государства Волжской Булгарии”.

Каярах “Бибарс” сăмах ял ятĕнче çырăннă: “Бибарсово-Чадукасы”. Вăл 1918 çулчченех сыхланса юлнă пулнă (Чăваш Енĕн истори архивĕ). 1917 çулхи революци хыççăн “Бибарс” сăмах ял ятĕнчен çухалнă, “вăл ĕлĕкхи режима (тытăма) аса илтерет” тенĕ. Яла “Чатукасси” тесе калама пуçланă.

Вăтам ĕмĕрсенче Бибарсово-Чатукасси ялĕ ÿссе сарăлнă. Аслă çул тăрăх иртекен йышлă çарсене апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтермелле пулнă, çавна май усă курман çĕрсене пусçаврăнăшне кĕртмелле, выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстермелле пулнă. Çак тапхăрта Бибарсово-Чатукассинчен темиçе çемье уйрăлнă та çывăхри юхан шыв патне кайса тĕпленнĕ. Унтах çар отрячĕн пуçлăхĕн çумĕ, пулăшаканĕ вырнаçнă. Яла Эткенево-Пулайкасси тесе ят панă. Ку вăл Хусан Ханстви вăхăтĕнче, 1416 çул патнелле, пулнă. Ял ячĕ икĕ сăмахран тăнă: “эткен” — пысăк пÿрне, пулăшакан; “полай” — çилтен хÿтĕлесси. Ялăн тулли ячĕ 1918 çулччен тытăнса тăнă (Чăваш Енĕн истори архивĕ).

Маларах Бибарсово-Чатукасси ялĕ çывăхĕнчи тÿпемре ăна çурçĕр-хĕвел тухăç çилĕсенчен хÿтĕлеме вăрман тăрăхĕ пулнă.

1600—1650 çулсенче Бибарсово — Чатукасси ялĕнченех тепĕр икĕ ял пуçăнса кайнă. Пĕри 1918 çулта — “Шинерпоси” — Шăнарпуç, тепĕр ялĕ “Бибарсово околодок Шинеры”. 1918 çултан вăл Шăнар ялĕ (Чăваш Енĕн истори архивĕ).

Асăннă ялсем, вĕсен шутĕнче Бибарсово-Чатукасси те, Аслă Çĕпĕр çулне пула туллин аталанса пынă. Акă, 1834—1850 çулсенче Бибарсово-Чатукасси ялĕ вулăс центрĕ пулнă. Каярахпа Çĕрпÿ районĕнчи Чупай вулăсĕн йышне кĕнĕ. 1918 çул хыççăн “Бибарсово” сăмаха асăнма пăрахнă. Халĕ Чатукасси ял тăрăхĕн центрĕ шутланать вăл. Чатукасси çак тапхăрта темĕнле хура-шур та курнă. Çавсене шута илсе, ял пуçланнăранпа 900 çул çитнĕ май, ялăн малтанхи ятне “Бибарсово-Чатукассине” тавăрсан питех те аван пулĕччĕ. Пурте пĕр ĕмĕт-шухăшлă пулсан, çакă пурнăçа кĕрессе питех те шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика