Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла-аллăн тытăнса

29 мая 2012 г.

Енĕшкассинче, пĕчĕк ялта, ырă кăмăллă та сăпайлă çынсем сахал мар.

Вĕсем ватти-вĕттишĕн те чун-чĕрере ыр кăмăллăх вăй илнипе, çын хуйхи-нушипе пурăннипе палăраççĕ ял-йышра. Хам ял старости пулнипе, кашни çынăн шухăш-кăмăлне чун-чĕре патне илнипе, йывăрлăхри çынсемпе çума-çумăн тăрса вĕсене хÿтлĕхе илнипе пухăнать те хисеп, ят-сум.

Пĕчĕк ялăн хăйĕн сывлăшĕ, хăйĕн кулленхи ыйтăвĕ тата пурнăçĕ. Пĕр шухăш-кăмăлпа пулсан, вăл е ку ĕçе пĕрле канашласа пурнăçласан, паллах, чун савăнать, кăмăл тулать.

Çакна темиçе тĕслĕхпе çирĕплететĕп эпĕ. Енĕшкасси масарĕ тавра тытнă карта вăхăт иртнĕ май çĕрĕшрĕ, хавшарĕ. Çĕнетмелле, улăштармалла, çĕнĕ сăн-сăпат кĕртмелле ял масарĕн картине. Ăна йĕркене кĕртме вара укçа-тенкĕ кирлĕ-çке. Чатукасси ял тăрăхĕн бюджетĕнче кашни тенкĕ шутра-çке.

— Çынсемпе курнăçăр. Фаина Гавриловна, тен, халăхран кăштах укçа-тенкĕ пухăпăр. Эпĕ хамах, акă, 9 пин тенкĕне яхăн кăларса хуратăп, — хăй шухăшне уçрĕ хисеплĕ çыннăмăр Александр Павлович Аверкиев. — Ĕçлекен çынсен ушкăнне хамах пухăп.

Сăмахпа ĕç пĕрлĕхĕ çирĕпленчĕ унăн. Иртнĕ çулхи октябрь, ноябрь уйăхĕсенче, хĕл лариччен, çăва картине тытса пĕтертĕмĕр. Ял халăхĕ пĕтĕмпе 65 пин тенкĕ ытла çăва карти тума пухрĕ. Н. Петров, О. Кусков 5 пин, В. Никитин, А. Степанов, Г. Михайлов 3 пин, Ю. Никандров 2 пин (кунсăр пуçне 50 метр сетка, 10 юпа), Н. Степанова, И. Макарова, К. Иванов 2 пин, 14 çын пĕрер пин, 4 çын 500 тенкĕ, икĕ çын 5-шер юпа пачĕç. Карта тытнă çĕрте уйрăмах В. Васильев, С. Рекламов, Ю. Елаков, Ю. Семенов, В. Михайлов, Ж. Игнатьев, К. Иванов, К. Васильев, М. Емельянов, С. Алексеев, К. Степанов, Ю. Никандров, Р. Родионова ĕçченсем, В. Иванова, М. Кваскова, Л. Алексеева, Г. Порфирьева, В. Михайлова пулăшу кÿчĕç.

Чатукасси ял администрацийĕ те масар карти валли 12 пин тенкĕ уйăрчĕ.

Яла тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте кашни вăйпиттинех явăçтарма тăрăшатпăр. Акă çуркуннехи пĕр кун масар таврашĕнчи çÿп-çапа пухрăмăр, ялти лавкка çывăхĕнчи çырмара ăпăр-тапăра тасатрăмăр. Çырмари çăла юсарăмăр, йĕри-тавра чулсем купаласа çăл куçран тухакан шыва юхмалла турăмăр.

Башньăри шыв уçлакан кивĕ насуса улăштарассипе те тăрăшмалла пулчĕ. Ăна çĕннипе улăштартăмăр, насус валли ял çыннисенчен 18 пин тенкĕ пухма тиврĕ. Тавах çавăн пек туслă та хастар çынсене. Ял-йышран тăван тăрăх сăн-сăпачĕшĕн вăй-халне, вăхăтне шеллемен пултаруллă, тăрăшуллă А. Аверкиева тавах. Ырлăх-сывлăх пултăр маттура.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика