15 мая 2012 г.
Ытти çĕрти пекех, Чатукасси ял тăрăхĕнче те 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Сĕнтерỳ тунăранпа 67 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă митингсем иртрĕç.
Су уйăхĕн 8-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен Сĕнĕ Выççăлкă ялĕнче пурăнакансем тата хăнасем ял варринче икĕ çул каялла çĕкленĕ палăк патне пухăнчĕç. Ãна чăвашсен паллă çыравçи Ордем Гали тата унăн мăшăрĕ, «Минерал» ОООн гененральнăй директорĕ В.Васильев, пулăшнипе çĕкленĕ. Палăк çине тăван ялтан иртнĕ вăрçа тухса кайнă 40 ентеш-салтакăн ятне çырса хунă, вĕсенчен çурри хаяр çапăçусенче паттăррăн пуне хунă. Паян ялта пĕр фронтовик та юлмарĕ.
Митигнра ял старости Г.Гурьев тухса калаçрĕ, вăрçă ачисем сăмах илчĕç, Ирина Петрова вăрçă çинчен çырнă сăсем вуларĕ. Вăлах палăк тавра тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе чылай вăй хучĕ.