Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аçтаха çулталăкне — çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе

01 января 2012 г.

 

 

 

 

 

Пирĕн Тĕп корреспондент — вулакан. Тĕрлĕ профессипе вăй хурать вăл. Кам кăна çук-ши пирĕн Тĕп корреспондент хушшинче: çĕр çынни, выльăх пăхакан, врач, учитель, ял старости, депутат тата ытти те. Аçтаха çулне кĕрес умĕн эпир вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе тепĕр хут курнăçрăмăр, икĕ çак ыйту çине кĕске хурав пама сĕнтĕмĕр: 1. 2011 çул мĕнпе асра юлчĕ? 2. 2012 çултан мĕн кĕтетĕр?

Я. В. Малинин, тулли мар яваплă “Чул хула трансгаз Газпром” пĕрлешÿ филиалĕнчи — Заволжски ЛПУМГри профсоюз комитечĕн председателĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ:

1. 2010 çул вĕçнерехпе депутата суйланнă май, иртнĕ çул маншăн ку енĕпе опыт пухмалли, пĕрремĕш утăмсем тумалли çулталăк пулса тăчĕ.

2. Аçтаха çулĕ те пур енĕпе те лайăх килессе шанса тăратăп. Пурин те сывлăхĕ çирĕп пултăр, ăнăçу туптансах пытăр.

А. А. Аркадьев, Красноармейски ялĕнчи Первомайски ура-мĕн старости:

1. Чăваш Республикин Президенчĕ М. В. Игнатьев “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ çинчен” Указа алă пуснине хапăлласа йышăнтăм.

2. Ыттисем евĕрех, паллах, çĕнĕ çултан ыррине çеç кĕтетĕп.

О. В. Димитриев, Алманч вăтам шкул директорĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ:

1. Шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илнишĕн савăнатăп. 112 ача пĕлÿ илет пирĕн. Вĕсене вĕри апат çитерме пахча çимĕç те ăнса пулчĕ. Патшалăх шкулсем çине ытларах пăхни те, укçа-тенкĕ уйăрса пулăшни те тем пекех паха.

2. Пирĕн тĕп ĕç — çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парассине çÿллĕ шая çĕклесси. Коллектив ку тĕлĕшпе çĕнĕ ÿсĕмсем тăвасса шанатăп. Депутат ĕçĕ-хĕлĕнче те палăрасчĕ.

Л. С. Артемьев, хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи:

1. 2011 çул пирĕншĕн те, унчченхи типĕ çулхипе танлаштарсан, ăнăçлăрах килчĕ. “Иккĕмĕш çăкăра” 20 гектар çитĕнтертĕмĕр. Ир пулаканнине (вăл 8 гектар йышăнчĕ) июльтех пухса кĕртрĕмĕр. “Удача” сорта пуçтарса кĕртме вара августăн 25-мĕшĕнче пуçăнтăмăр та, тĕпрен илсен, çумăрсемччен алла илтĕмĕр. Çапла вара кашни гектар вăтамран 220 центнер тухăç пачĕ.

2. 2012 çулта çĕр улмине 50 гектар лаптăк çинче туса илесшĕн, çав шутра ир пулаканнине 15—20 гектар çитĕнтересшĕн, ыттине “Удача” сортах лартса тăвасшăн. Çĕрне хатĕрлесе хăвартăмăр ĕнтĕ. Техника та тивĕçет — унсăр май çук. Çĕр улми лартмалли сажалка, рет хушшисене кăпкалатмалли культиватор, çеçкене çулмалли КИР — 1, 5 агрегат хамăрăнах пур халĕ пирĕн. Ĕçлемелли çеç юлать — ан ÿркен кăна.

Л. П. Семенов, Йÿçкасси ял старости:

1. Пурнăç йĕркеленсех пыни савăнтарать. Ял-йышăн та асра юлмалли пулмарĕ мар. Ырă та пысăк ĕç: çул хĕррипе пурте пĕр пулса 4 пин тĕп хыр лартса хăвартăмăр, вĕсем йĕркеллĕ чĕрĕлсе вăй илессе шансах тăратпăр.

2. Çĕнĕ çулти ĕмĕт-тĕллевсем пысăк. Ял урамĕсене юсаса хитрелетесчĕ. Çырма-çатрари çÿп-çап куписенчен те хăтăласчĕ. Патшалăхăн çĕнĕ программисем чылай пуласса, ял халăхĕн пурнăçĕ татах та çăмăлланасса кĕтетпĕр. Çемьесенче çĕнĕ йыш хушăнтăр, телей кашни киле кĕтĕр. Сăлтавĕпе майĕ пур чухне йÿçкассисене Çĕнĕ 2012 çул ячĕпе саламлатăп. Малашне те пĕр пулар, ял-йыш!

С. Л. Молотков, тулли мар яваплă “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿ тĕп агрономĕ:

1. Пирĕн агрофирма тĕш тырăпа çĕр улми туса илес енĕпе районти хуçалăхсем хушшинче малти вырăнсене йышăнчĕ. Ку çав тери савăнтарать. Çавăншăн агрофирма ĕçченĕсене пур кăмăлтан тав сăмахĕсем калатăп. Вăй-халĕ татах та ÿсĕмлĕрех пултăрччĕ вĕсен. Тата çирĕп сывлăх сунатăп. Районти ака туйра хама “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ” ят панине те хавхаланса йышăнтăм — çакă та çĕнĕ утăмсем тума хистет.

2. 1600 гектар çĕр çинче кĕрхи çĕртме сухи туса хăвартăмăр. Пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхĕ акма çитет. Урпан ав сутлăх та пур, ăна туянма Патăрьел районĕнчен килчĕç те ĕнтĕ. Çĕр улми вăрлăхĕ те тивĕçет. 2012 çулта “иккĕмĕш çăкăра” 250 гектар лартса хăварасшăн. Хальхи вăхăтра пирĕн ĕçченсем минераллă удобренисем хатĕрлессипе вăй хураççĕ. Ытти ĕçсем те пур — сахал-и вĕсем ял хуçалăхĕнче?..

В. Ю.Ермаков, тулли мар яваплă “Колос” пĕрлешÿ ертÿçи:

1. Хуçалăх вырмана вăхăтра вĕçлерĕ, тыр пула 470 гектар çинчен пухса кĕртрĕмĕр. П. Сергеев (пулăшаканĕ В. Николаев) тата М. Егоров комбайнерсем, В. Александров тракторист, ыттисем хастар вăй хучĕç. Пысăк тав вĕсене. Вăрлăх — кĕлетре, халĕ ăна алласа тасататпăр, çитес çур акире акма хатĕрлетпĕр. Çулталăка парăмсемсĕр вĕçленине те палăртасах килет.

2. Çĕнĕ çултан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ĕçлеме пуçăнасшăн. Малти Карăк ялĕнчи юхăннă фермăна юсаса йĕркене кĕртес тетпĕр. Çавăнпах выльăх апачĕ туса илме те, пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкне пысăклатма та çĕр кирлĕ. Район администрацийĕ пире ăнланса илессе, пулăшу кÿрессе шансах тăратпăр.

Н. И. Васильев, М. Д. Голубев, участоксенчи суйлав комиссийĕсен председателĕсем:

1. 2011 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче пирĕн суйлавçăсем Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларĕç. Суйлавсем йĕркеллех иртрĕç.

2. Политика тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр событи умра: 2012 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалла пулать. Суйлавçăсем ун чухне те ăнланулăхпа палăрасса шансах тăратпăр эпир.

Л. И. Антонов, сăвăç:

1. 2011 çул манăн асăма ырăпа кăна кĕрсе юлчĕ. Çанталăкĕ те питех те кăмăллă килчĕ. Çумăрсем вăхăтра çунине пула акнă-лартнă ял хуçалăх культурисем парка çитĕнчĕç. Улăх-çаранта çăра çитĕннĕ курăка çулса та пĕтереймерĕмĕр вĕт. Апла пулсан килти хушма хуçалăха аталантарма выльăх апачĕ çителĕклех. Урăх мĕн кирлĕ пире, ял çыннисене. Çемьере те лару-тăру йĕркеллех. Мăнукăм çиччĕ тултарса шкула кайрĕ. Маншăн çак пулăм та — пысăк савăнăç. Апла пулсан пурнăç малашлăхĕ пур.

2. Суйлав хыçа юлчĕ. Умра — тепри. Пурнăç тем тесен те лайăх еннеллех улшăнса пырать. Хамăртан, вырăнти влаç тытăмĕнчи ертÿçĕсенчен пысăкрах активлăх кирлĕ. Халăхпа сахал тĕл пулса калаçатпăр. Çĕнĕрен суйланнă депутатсем çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе хăйсен тивĕçне тÿрре кăларассишĕн ырми-канми тăрăшасса шансах тăратăп эпĕ.

О. М. Степанова, Чатукасси шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен (унччен кунта 10 çула яхăн директор пулнă):

1. Ертÿçĕ ĕçĕ учитель ĕçĕпе ылмашăнни асра юлчĕ, паллах. Çăмăл мар лава туртнă хыççăн çĕнĕ тĕнчене лекнĕн туйрăм хама. Хăнăхса пыратăп пулмалла майĕпен çав тĕнчере пурăнма.

2. Тĕнчере темĕн тĕрлĕ кĕнчеле те арлаççĕ çынсем. Çилĕ те кĕтмен çĕртен е унтан, е кунтан вĕрме пултарать. Самана лайăх пултăр. Пур çĕрте те — çемьере, ĕç коллективĕнче, çĕр-шывра, пĕтĕм тĕнчипе — туслăхпа мир тата ăнланулăх хуçаланччăр. Ытти хамăртан килĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика