Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Филипп Лукин юррисем чуна сипет парнелеççĕ

02 декабря 2011 г.

01

Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Выççăлккă пысăках мар пулсан та, ял çыннисем тăрăшнипе юлашки çулсенче илемленсех пырать. Çĕнĕ çемьесем çуралаççĕ, çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Çамрăксем аслăраххисенчен тĕслĕх илеççĕ. Ку евĕр çемьесем вара сахал теме çук. Вĕсенчен пĕрисем — Вера Васильевнапа Николай Матвеевич Матвеевсем.

Хастар та маттур, ăшă кăмăллă та туслă, телейлĕ те ырă çак çемье нумай пулмасть, хăна-вĕрле пуçтарса, пĕрлешнĕренпе 55 çул çитнине паллă турĕ. Изумруд туйĕ ячĕпе Матвеевсене район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ И. Степанов, çак йĕркесен авторĕсем, Чатукасси ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалисчĕ З. Владимирова, Уртем Гали çыравçăпа унăн мăшăрĕ — тулли мар яваплă “Минерал” пĕрлешÿ ертÿçи В. Васильев, В. Рудникова сăвăç, тăванĕсем — Федор Матвеевич тата Зоя Федоровна, ачисем ăшшăн саламларĕç, чĕрĕ чечексем, парнесем, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров алă пуснă Тав хутне пачĕç.

“Вăхăт юмахри евĕр хăвăрт иртет”, — терĕç Вера Васильевнапа Николай Матвеевич та хăйсен тав сăмахĕсенче. Иккĕшĕ те ку ялтах, пĕр çулта çуралнă, шкулсенче те пĕрлех вĕреннĕ. Пĕр-пĕрне аван пĕлни юратăва куçнă, 1956 çулта, чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче — шăпах Вера Васильевна çуралнă кун — ял советне кайса çырăннă. Кил хуçи, 5 çул трактористра, унтан хуçалăх заведующийĕпе уй-хир бригадин бригадирĕнче ĕçленĕскер, Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен агронома вĕренсе тухнă. Мăшăрĕн, экзаменсем тытнă пулсан та, çемьери сăлтавсене пула аслă пĕлÿ илме тÿр килмен. Хуçалăх уй-хирĕнче пилĕкне авнă, тивĕçлĕ канăва тухсан та, тата 4 çул библиотекарь пулнă, “Ĕç ветеранĕ”, “Ача амăшĕн мухтавĕ” медальсемпе чылай грамотăна тивĕçнĕ.

Николай Матвеевича вара ял-йыш институтра пĕлÿ илнĕ хушăрах вырăнти “Герой” колхоз председательне суйланă. 20 çула яхăн пĕр улшăнмасăр ертсе пынă вăл хуçалăха: Чатукасси колхозĕн ячĕ республикипех кĕрленĕ çав вăхăтра: тырри-пулли те пÿлме тулли, сĕтпе аш-пăшне те патшалăха чылай сутнă! Пурнăçне куллен кăвак çутла пуçласа сĕм çĕрлечченех хуçалăх ÿсĕмĕсене пысăклатма панă председателе вара Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 3 медальпе, РСФСР Аслă Канашĕн тата ытти нумай-нумай Хисеп грамотипе чысланă. 1997 çулта ăна Чатукассинчи Ф. М. Лукин ячĕллĕ музей директорĕ пулма çирĕплетнĕ. 12 çул тăрăшнă. “Филипп Миронович юррисем сывлăха та упрама пулăшрĕç”, — тет халĕ Николай Матвеевич. Культура тытăмĕнчи ÿсĕмсемшĕн ĕнерхи председателе “Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ят та панă. Раççей Культура министерствин Дипломĕ те пур.

Çыравçă ĕçне те кÿлĕнчĕ, сăвăсем хайлать: кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплать. Вăрттăнлăхне те уçрĕ: Çĕнĕ çула çĕнĕ кĕнекепе кĕресшĕн. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн активлă обществăлла корреспонденчĕсенчен пĕри вăл.

Матвеев-аслисем 5 ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли — Геннадий — ав ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ. Миша Хусан хулинчи пĕр управленин Чăваш Енри представителĕ. Станислав — Чатукассинчи ветерансен çурчĕн заведующийĕ. Альбина — патшалăх учрежденийĕсен пĕрин тĕп специалисчĕ. Лариса — суту-илÿ ĕçченĕ. Матвеевсен 6 мăнук, мăнукĕн ачи — Кира — пур. Вĕсемпе те тем пекех савăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика