Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ĕçĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç

03 ноября 2011 г.

01

     Çĕнĕ Выççăлккă ял старости Г. Г. Гурьев нумаях пулмасть 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавна май Чатукасси кану центрĕнче хăйĕн ĕçĕсен куравĕпе пултарулăх каçне йĕркелерĕ.

           Геннадий Гурьевич — ал ăсти, хăйĕн ĕçĕсене районти Ака туйра, ытти уяв-праçниксенче çине-çинех кăтартать. Вĕсене пăхса пурте ăмсанаççĕ, паллашнă май пысăк хак параççĕ. “Çак ăсталăха кукаçирен — Степан Карпович Карповран — вĕрентĕм. Питĕ маçтăрччĕ. Тем те пĕр тăватчĕ. Кĕрепле, катка-пичке, уйран çÿпçи, лаша урапи тата ытти те”, — аса илет халĕ Г. Гурьев. Юрлама-ташлама вара вăл ашшĕ-амăшĕнчен — Васса Степановнапа Гурий Кузьмич Кузьминсенчен хăнăхнă.

          Куравра малтанах вырăнти шкул ачисем пулса курчĕç, ентешĕн хăйне евĕрлĕ илемлĕ те капăр ĕçĕсемпе паллашрĕç. Вĕренекенсене вĕсемпе Ф. М. Лукин композитор ячĕллĕ халăх музейĕн ертÿçи Н. Лукина паллаштарчĕ. Чатукассинчи кану центрĕн ертÿçи Г. Егорова курав-пултарулăх каçне хутшăннисене Генннадий Гурьевичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен туллин каласа пачĕ.

          Юбиляра кунпа пĕрлех Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркелÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев, район администрацийĕн культура, физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист эксперчĕ Р. Осипова, Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Михайлов, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен вырăнти канашĕн председателĕ Ф. Илларионова, “Чăвашмелиоводхоз управленийĕ” ФПУн Красноармейскинчи филиалĕн директорĕ В. Лукин, шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем тата тăванĕсем саламларĕç, тав хучĕсем, парнесем пачĕç.

        Унтан концерт пуçланчĕ, икĕ сехете яхăн тăсăлчĕ. Геннадий Гурьевич сцена çинчен ашшĕ юрланă юрăсене шăрантарчĕ, амăшĕ ташланă ташăсене ташларĕ. Ăна хăйне саламласа кану центрĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ, шкул ачисем, йăмăкĕн мăшăрĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ А. Тимофеев юрă-ташă парнелерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика