Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕвыççăлккăсем ял старостипе кăмăллă

09 августа 2011 г.

 Кăмăллă çынпа калаçу пуçарма та, ăна-кăна ыйтса шухăшне пĕлме те çăмăл. Çĕнĕ Выççăлккă ял старости Г. Гурьев та çав йышранах. Унăн чунĕнче кирек хăçан та хаваслăх, ырри хуçаланать-тĕр. Хăш вăхăтра курнăçатăн — сăн-пичĕ савăнăçлă. Хальхинче те сывлăх сунса алă тытнă хыççăн пирĕн калаçу çийĕнчех сыпăнчĕ.

Аслă юлташăмран ачалăха аса илме ыйтрăм.

— 1954—1962 çулсенче Енĕшкасси шкулĕнче вĕрентĕм. В. Н. Никандров ертсе пыракан хор кружокне çÿрени уйрăмах асра юлчĕ, — калаçăва пуçларĕ Геннадий Гурьевич. — Районти уявсене тăтăшах хутшăнаттăмăр çапла. 2—3 хут Шупашкарта та пулнăччĕ çак коллективпа.

Г. Гурьев 1963 —1965 çулсенче Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Г. П. Еронов класс ертÿçи йĕркелесе пынипе спектакльсемпе таврари пур яла та çитнĕ. Геннадий 10-мĕш класрах "Айтар" спектакльти тĕп сăнара — Айтар рольне калăпланă. Çавăншăн парнене — шахмата — тивĕçнĕ.

1965—1968 çулсенче вăл салтакра пулнă, "Байконур" космодромра хĕсметре тăнă. Унтан Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатне, Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводне тунă çĕрте вăй хунă. "Пысăк çак стройкăсемпе хамăн пурнăçа çыхăнтарнипе эпĕ çав тери кăмăллă", — пĕлтерчĕ Геннадий Гурьевич.

2000 çулта çемйипе тăван ялне куçса килнĕ. Мăшăрĕпе — 1-мĕш класран пĕрле вĕреннĕ Галина Павловнапа — хăтлă кил-çурт çавăрнă. Икĕ ывăл ÿстернĕ. "Хальлĕхе пирĕн пĕр мăнук çеç-ха. Татах кĕтетпĕр", — юптарса та шÿтлесе сăмахлать Г. Гурьев.

Кил хуçи тивĕçлĕ канăва тухнăранпа 5 çул çитет. Анчах Геннадий Гурьевич пирки "пенсионер" тесе калама ниепле те чĕлхе çаврăнмасть. Ватăлма васкамасть-ха. Вăй-халран та, сăн-питпе ÿт-пÿрен те. Картиш тулли выльăх-чĕрлăх усраççĕ: ĕне, сурăхсем, хурсем, чăхсем.

Ал ĕç маçтăрĕ те вăл. Тĕрлĕ япала ăсталать. Вĕсене вырăнти тата районти куравсене çине-çинех тăратать. Пушă вăхăтра кунпа пĕрлех Чатукассинчи кану центрĕ çумĕнчи "Телей" ансамбле (ертÿçи В. А. Николаева) юрлама çÿрет. Çулленех йышпа тĕрлĕ уяв-конкурссене хутшăнса палăраççĕ.

— Н. М. Матвеев хыççăн ял старостин тивĕçĕсене пурнăçласа пыма мана шанчĕç. Çакна тÿрре кăлармаллах тесе шутлатăп. Халăхпа пĕрле вăй-хал çитерсе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлатпăр, — пĕлтерет Геннадий Гурьевич.

Ларма-тăма пĕлмен, правур та хастар çын теес килет манăн ун пирки. Ыт ахальтен мар-тăр кăçал районти Ака туйра ЧР муниципаллă йĕркелÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. А. Николаев Г. Г. Гурьева "Чи лайăх общественник" дипломпа наградăларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика