Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чатукассинчи ИВАНОВСЕМ

08 июля 2011 г.

    Чатукасси ял тăрăхĕнче авалхи вырăс хушамачĕллĕ Ивановсем пĕр çемье çеç мар. Вĕсем ку ен экономикипе социаллă пурнăç аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывас тĕллевпе сахал мар вăй хураççĕ. Венера Петровнапа Валерий Пантелеймонович Ивановсем те çак йышрах.

    Кăçалхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче ку çемье кĕмĕл туйне — пĕрлешнĕренпе 25 çул çитнине — паллă тума хатĕрленет. Туслă, шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса пурăнаççĕ вĕсем. Çавăнпах кил-çуртри, хуçалăхри ĕç-пуçа та çийĕнчех ăнтараççĕ. Çу кунĕсенче пахча-анкартири ĕçсен калăпăшĕ самаях ÿсет пулсан та, пур пĕр маххă памаççĕ Ивановсем. Кил хуçи ав электричество хуçалăхĕ енĕпе те маçтăр.

Венера Петровна — карайсем, Чатукасси шкулĕнче 26 çул ĕнтĕ химипе биологине тата географине вĕрентет. “Шкул лесничестви” кружок ертÿçи те вăлах. Чатукасси тăрăхĕнчи çамрăк вăрманçăсем Венера Петровна йĕркелесе-вĕрентсе пынипе çулленех районти тата республикăри конкурссенче малти вырăнсене тивĕçеççĕ. Маттурсем! Шкул ачисене крючокпа çыхма та хăнăхтарать педагог.

Ывăлĕсем — Андрейпа Артемий та акă ĕçе юратса çитĕнчĕç, ятарлă вăтам пĕлÿ илчĕç, ашшĕ çулĕпех кайрĕç. Кĕçĕнни — Артемий — халĕ Раççей çарĕнче хĕсметре тăрать. Ырă кăмăллăх та вĕресе-тапса тăрать Ивановсенче. Çемье канашĕнче вĕсем хĕр ачана усрава илме калаçса килĕшрĕç. Надежда кăçал 8-мĕш класран вĕренсе тухрĕ. Музыкăна çав тери кăмăллать.

Ивановсем вĕлле хурчĕсем те тытаççĕ, кроликсем ĕрчетеççĕ, 2-шер ĕнепе пăру усраççĕ. Килти ĕçсене ăнтарма трактор та, УАЗ автомашина та пур.

Вĕсем “Çулталăкри çемье-2011” районти конкурса та хутшăнчĕç, “Социаллă яваплăхлă çемье” номинацире çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика