Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав çулсем асран тухмаççĕ

08 июля 2011 г.

      1953 çулхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче, совет çыннисем И. В. Сталина юлашки çула ăсатнă кун, пире, Павлодар хулинчи летчиксем хатĕрлекен авиаци шкулĕнчи курсантсене, хула варринчи лапама илсе кайрĕç.

Виçĕ хутчен винтовкăсенчен персе салют пама тÿр килчĕ. Çакă калама çук пысăк чыс пулчĕ.

Çав çулхи Çĕнĕ çул умĕн пирĕн эскадрилйăри курсант-дежурнăй урай шăлмалли щеткăпа Л.Берия сăн ÿкерчĕкне ăнсăртран лектерсе çĕре ÿкернĕччĕ. Çакна юлташĕсем курнă-мĕн. Вĕсем Л. Берия пирки "халăх тăшманĕ" тесе пĕлтернине илтмен иккен. Курсанта ухмаха ернĕ тесе тытса чарнă. Çапла дежурнăй-курсант Л.Берияна щеткăпа "тăн кĕртнĕ".

2

Летчиксем хатĕрлекен шкулта кĕтмен тĕл пулу пулчĕ. Авиадвигательсем пирки пынă урок хыççăн Йĕпреç районĕнчи Хыркасси ялĕнче çуралнă Николай Игнатьевпа тăхтава тухрăмăр. Çав хушăра тахăшĕ чăвашла усал сăмах каларĕ. Çакна пирĕн хыççăн пынă Петров подполковник (вăл двигательсене алла илме вĕрентетчĕ) илтнĕ иккен. "Мĕншĕн усал сăмах калатăр", терĕ. "Çук", хуравлатпăр эпир. "Улталама кирлĕ мар, эпĕ чăваш чĕлхине аван пĕлетĕп", терĕ хайхи подполковник. Паллашрăмăр. Пирĕнтен инçех мар — Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел çывăхĕнчи пĕр ялта çуралнă-мĕн. Вăрçă çулĕсемпе утса тухнă. Кирлĕ мар сăмах персе яриччен малтан тĕплĕн шутламалла иккен.

3

1954 çулхи çав кун пирĕн эскадрилйăра вĕренекенсен ирхи сменăра вĕçме тиврĕ. Çавăнпа та 4 сехетрех физзарядкăна тухрăмăр. Кунсăр пуçне кашни эрне кунах хула мунчине стройпа илсе каятчĕç. Çав кун хула çийĕн ТУ-104 бомбардировщикпа пĕрле 2—3 истребитель вĕçсе иртрĕç. Тепĕр кунне Семипалатинск хули çийĕн тĕтĕм кăмпа евĕр пулса хăпарнине асăрхарăмăр. Темиçе минутранах вăйлă çил хăватлă сасă кĕрлевне илсе çитерчĕ. Тепĕр ирхине радиопа атом бомбине сирпĕтсе тĕпченине пĕлтерчĕç. Каярахпа офицерсен клубĕнче пире çав бомбăна тĕпчени пирки фильм та кăтартрĕç.

1956—1957 çулсенче мана Сĕнтĕрвăрри хулинчи механизаторсем хатĕрлекен училищĕре вĕренме тÿр килчĕ. Пĕрле атом бомбине тĕпчеве хатĕрленĕ çĕрте пулнă салтак та пурччĕ. Вăл бомба хăвачĕ епле пулни çинчен каласа кăтартрĕ.

4

1980 çулсен пуçламăшĕнче колхоза Вăтам Азине кайма путевкăсем уйăрчĕç. Эпĕ, Н.Григорьев бригадир, Е.Алексеев строитель тата И.Иванов водитель Шупашкартан поезд çине ларса тухрăмăр. Çул Душанбе, Фергана, Самарканд тата Ашхабад хулисем урлă выртрĕ. Пирĕн поезд пĕр пуш хирте кĕтмен-туман çĕртенех чарăнчĕ. Катаран ача-пăча, хĕрарăмсем пирĕн еннелле чупнине куртăмăр. Поезда хупăрласа илчĕç, аллисене тăсса хăйсен чĕлхипе пирĕнтен тем ыйтаççĕ. Пĕр хĕрарăм пычĕ. Эпир Чăваш енрен пулнине пĕлсен, "чăвашсем çулленех мĕнпе те пулин хăналатчĕç", терĕ. Хайхи хĕрарăм чăвашла та калаçать-мĕн. Кунта 1930 çулта выçлăхран тарса килнĕ иккен. Çемьере пĕри тепринчен пĕчĕк 10 ача мĕн. Кил хуçи çеç ĕçлет, тăмран çăрса тунă кирпĕч çуртра пурăнаççĕ. Хĕрхеннипе нумайăшĕн куçĕнчен куççуль тухрĕ. Çул тăршшĕпех тĕвесемпе шакалсем тĕл пулчĕç. Ашхабад хулин илемĕ те асран тухмасть. 1948 çулта çĕр чĕтреннипе ишĕлнĕ çуртсене те куртăмăр. Вырăнти халăх пире çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕ.

5

1954 çулхи март уйăхĕн 12-мĕшĕнче СССР Аслă Канашĕн суйлавĕсем иртрĕç. Канмалли кунччĕ. Концерт та пулчĕ. "Вĕренекенсенчен хăйсен чĕлхипе юрласа çĕнтерекене асăнмалăх парне пулать", терĕç. Йĕпреç ачипе иксĕмĕр хамăр ентеш Ф.М.Лукин 1947 çулта çырнă çамрăксен юррине шăрантарма шутларăмăр. Вăл мана сăмахĕсене каласа пычĕ — эпĕ вара юрларăм. Чăвашла пĕлмен вĕренекенсем "Эсĕ Сталин çинчен мĕн юрларăн?" тесе интересленчĕç. Çапах та мана ята çырнă кĕмĕл портсигар парса чыс турĕç. Хамăр ентеш кĕвĕленĕ "Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине" юрăпа инçетри Казахстан çĕрĕ çинче те палăртăмăр çапла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика