Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воин-афганецсене сума суса

29 апреля 2011 г.

1979—1989 çулсенче пынă афган вăрçи Тăван çĕр-шыв историйĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Хăйсен интернационалла тивĕçне пурнăçланă чухне унта пирĕн районти Çĕнĕ Йĕкĕтри Валерий Кацовпа Енĕшкассинчи Виталий Степанов та паттăррăн çапăçса пуç хучĕç. Вĕсене асăнса çулленех ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирне йĕркелеççĕ.

Ăмăрту кăçал та Красноармейскинчи физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра пулчĕ. Унта хамăр район спортсменĕсем çеç мар, республикăри районсенчи, çавăн пекех Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи хĕрсемпе каччăсем — 22 командăри 278 спортсмен — хут-шăнчĕç. Турнира йĕркелекенсем — Красноармейски район администрацийĕпе “Газпром” ертÿçисем, “Афганистан ветеранĕсен пĕрлĕхĕ” обществăлла организаци представителĕсем çĕнтерÿçĕ-кĕрешÿçĕсене медальсемпе, парнесемпе чысларĕç. Пьедестал çине 17 команда спортсменĕсем тăчĕç. Чи нумай медале (15) пирĕн район спортсменĕсем тивĕçрĕç, çав шутра пĕрремĕш вырăншăн — 5.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика