Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк чухне ташла

06 мая 2011 г.

        Нумаях пулмасть халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Раççей космонавтикин çулталăкне тата Ю. А. Гагарин космоса çĕкленнĕренпе 50, пирĕн ентеш, Мăн Шетмĕре çуралнă Совет Созĕн Геройĕ В. Васильев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Трак енри ташă ушкăнĕсен йăлана кĕнĕ “Çамрăк чухне ташла” смотр-конкурсĕ иртрĕ.

Çакă савăнтарать: кăçал та асăннă тупăшăва чылай коллектив килнĕ. Унта хутшăннисене район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн специалисчĕ Р. Осипова саламларĕ, вăлах жюрине ертсе пычĕ.

Куракансем кашни номерех ăшшăн йышăнчĕç. Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕн Упири филиалĕнчи (ертÿçи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ А. В. Корнеев) ташă коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Асăннă шкулти А. Козлова преподаватель патĕнче вĕренекенсем (10 хĕр ача) “Современный танец” ташăпа палăрчĕç. Тусайри кану çурчĕ çумĕнчи Н. Федорова ертсе пыракан хĕрсен ушкăнĕ эстрада, чăваш ташши парнелерĕ. Л. Егорова (Шывпуçĕнчи кану центрĕ) вĕренекенĕсем смотр-конкурса эстрада, А. Бажбенова (Кĕçĕн Шетмĕ) патĕнче пĕлÿ пухакан хĕрсем хĕвел анăç ташши тăратнă. “Яблочко” (Мăн Шетмĕ кану çурчĕ), чăваш ташши (халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн “Взгляд” ушкăнĕ (А. Яковлева), моряк ташши (Чатукассинчи кану центрĕ, В. Николаева) куракана тыткăна илчĕç. Тупăшура çавăн пекех карайсене, пикшиксене лайăх енчен палăртмалла.

Пур коллектив та тав хучĕсене тивĕçрĕ. Уписем, Кĕçĕн Шетмĕри кану çурчĕ çумĕнчи “Солнышко”, Анна Васильева (районти ачасен искусство шкулĕ), халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи “Взгляд” ушкăн, Карайри кану центрĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ташă ушкăнĕ вара пĕрремĕш степеньлĕ дипломсене Р. Осипова аллинчен илчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика