Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăх ертÿçи

19 апреля 2011 г.

03

 

Чатукасси тăрăхĕнче Валентина Алексеевна Николаевана пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл 1977 çултанпа Чатукассинчи кану çуртĕнче вăй хурать, ял тăрăхĕнче пурăнакансен канăвне йĕркелессишĕн тимлет.

Çынсем Валентина Алексеевна ертсе пыракан “Телей” фольклор ушкăнне юратса çÿреççĕ, ку ушкăн членĕсем яланах çĕнĕ юрăсем шăрантараççĕ. Пĕр уяв та юрă-ташăсăр иртмест ку тăрăхра. Артистсем кÿршĕри ялсене те тăтăшах тухса çÿреççĕ.

“Телей” районта ирттерекен уявсене те хутшăнма тăрăшать. Коллектив районти Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне илме те тивĕçлĕ пулнă. Чатукассинчи кану çуртĕнче яланах çутă та таса.

Хăй ĕçне пĕлсе йĕркелесе пырать Валентина Алексеевна. Акă, Нина Кудряшова юрланине мĕнле хумханмасăр итлĕн-ха. Епле илемлĕн шăрантарать хăйĕн юррисене. “Тавах, пирĕн тăрăхра пире юрра-ташша вĕрентекен Валентина Алексеевна пурăнать”, — тет Нина Егоровна. “Телей” ушкăнти Татьяна Михайлова, Жанна Николаева, Нина Никитина, Галина Егорова, Ира Димитриева, Ираида Ефремова, Лилия Попова, Алÿна Семенова та çак сăмахсенех çирĕплетеççĕ.

В. Николаева кану çуртĕнче вăй хунипе пĕрлех Чатукасси шкулĕнчи ачасене музыкăна вĕрентет. Ачасен “Хĕвелĕм” ушкăнĕ — ял çыннисен кĕтнĕ хăни. Вĕсем тăтăшах хăйсен пултарулăхĕпе Чатукассинчи ветерансен çуртĕнче пурăнакансене паллаштарсах тăраççĕ. Районта иртекен конкурссене те хутшăнма тăрăшаççĕ. Сăмахран Виталий Петров ячĕллĕ çамрăк юрăçсен конкурсĕнче Гена Поповпа Валера Яргонин “Солнечные зайчики” юрăпа 2-мĕш степеньлĕ диплом илме пултарчĕç. Марина Ефимова та “Пукане” юрăпа диплома тивĕçрĕ. Ушкăнри Настя Егорова, Катя Семенова, Данила Егоров, Вася Степанов, Андрей Дипломатов юрри-ташшине те кăмăллă йышăнать куракан. “Эпир хамăра вĕрентекен Валентина Алексеевнăпа питĕ кăмăллă”, — пĕлтереççĕ ачасем.

В. Николаева ял тăрăхĕнчи ытти ĕçсенче те активлă. Ăна пĕрре кăна мар ял тăрăх администрацийĕн, Чатукасси шкул дирекцийĕн, культура пайĕн, Красноармейски район администрацийĕн тата Красноармейскинчи искусство шкулĕн дипломĕсемпе наградăланă.

Пултаруллă хĕрарăма 2002 çулхи халăх çыравне активлă хутшăннăшăн, 2006 çулхи ял хуçалăх перепиçĕшĕн кăкăр çине çакмалли паллăсемпе наградăланă.

Валентина Алексеевна “Единая Россия” парти членĕ. Ăна халăх юрри-ташшине аталантарас енĕпе культура ĕçĕнче ÿсĕмсем тунăшăн ЧР Культура министерствин мухтав грамотипе наградăланă.

Нумаях пулмасть Шупашкар хулинче иртнĕ Трак ен ентешлĕх уявĕнче Валентина Алексеевнана Тав çырăвĕпе чысларĕç. Апрелĕн 5-мĕшĕнче вăл хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Çав ятпа кану çуртĕнче ĕçлекенсем чун-чĕререн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика