Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “4000 клуб” дояркисен тĕл пулăвĕ

05 апреля 2011 г.

03
Чатукассинчи ял тăрăхĕнчи А. В. Степанов хресченпе фермер хуçалăхĕнче "4000 клуб" дояркисен тĕл пулăвĕ иртнĕ. Унта 2010 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕнесене машинăпа сăвакан 14 оператор, вăл шутра виçĕ дояр. Чи лайăххисенчен те лайăххисене тĕл пулура дипломсемпе наградăланă.

Пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа "Красное Сормово" пĕрлешĕвĕн машинăпа сăвакан операторĕсем Алиса Венедиктовна Маркова, Светлана Витальевна Данилова тата Ева Николаевна Иванова тивĕçнĕ, вĕсем çирĕплетнĕ кашни ĕнерен 5565 килограмм сĕт суса илнĕ.

Иккĕмĕш степеньлĕ диплом хуçисем В.Васильева хресченпе фермер хуçалăхĕнчи Валентина Леонидовна Захаровапа Галина Федоровна Васильева пулса тăнă.

Виççĕмĕш степеньлĕ дипломпа "Шатьма" пĕрлешÿри Мелания Ивановна Васильевана чысланă.

Мĕн пур çĕнтерÿçĕсем тата "4000 клубăн" ытти членĕсем хаклă парнесене тивĕçнĕ.

Чатукассинче пулнă май машинăпа ĕне сăвакансем Филипп Миронович Лукин музейĕпе паллашнă, унта тав сăмахне хăварнă.

Чатукассинчи халăх пултарулăх çуртĕнчи художество пултарулăх членĕсемпе шкул ачисен ансамблĕ вĕсене юрă-ташăпа савăнтарнă.

Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн управленийĕн ертÿçи В. Платонов ертсе пынă, вăл операторсене хастар ĕçшĕн тав тунă, ÿсĕмсем суннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика