08 апреля 2011 г.
Çирĕм çул ытла каялла ман пĕр кана ял хуçалăх банкĕнче хуралçăра ĕçлеме тÿр килчĕ. Пĕррехинче банка “Герой” колхоз председателĕ Н. М. Матвеев хăйĕн ĕçĕсемпе пычĕ, кăштах ăна кĕтме тиврĕ, мана курчĕ. Пĕр-пĕрне сывлăх сунтăмăр, калаçрăмăр, интересленчĕ.
— Сире кунта хĕç-пăшал параççĕ-и? — тесе ыйтрĕ.
— Эх, Николай Матвеевич, хĕç-пăшалсăр мĕнле?! Ку ăптăр-каптăр организаци мар — банк! Пирĕн Макаров пистолетпа “АК” автоматсăр пуçне çÿлти хутра “Максим” пулемÿчĕ, аялти хутра Дегтярÿв пулемÿчĕ пур, пĕр-икĕ сехет хушши оборона тытма çитет! — мăнаçлăн ăна вĕрентекен пекки турăм.
Колхоз хуçи те ĕненчĕ, те çук, йăл-йăл кулса манран уйрăлчĕ.