25 марта 2011 г.
Чатукассинчи кану центрĕнче ку ял тăрăхĕнчи граждансен конференцийĕ иртнĕ.
Конференцинче иртнĕ çулхи ĕç-хĕл тата кăçалхи тĕллевсем пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. В. Михайлов тухса калаçнă, делегатсен чылай ыйтăвĕсене хуравланă. Çынсем вара ĕçмелли шывпа тивĕçтерес, пушара хирĕçле мероприятисем туса ирттерес, ял тăрăхне комплекслă аталантарас тĕлĕшпе тăракан ыйтусене çĕкленĕ.
Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров, Раççей Перекет банкĕн хушма офисĕн заведующийĕ А. Шестаков, "Таябинка" агрофирма" ООО ертÿçи А. Афанасьев хутшăннă, сăмах каланă.
Юлашкинчен Чатукассинчи кану центрĕ çумĕнчи "Телей" ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă.