25 марта 2011 г.
Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул никĕсĕ çинче вырăна тухса пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисен семинар-канашлăвĕ пулса иртнĕ.
Семинар-канашлăва 14 шкул директорĕпе вĕсен çумĕсем, вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕсем хутшăннă. Малтанах вĕсем уçă уроксемпе класс сехечĕсене, мастер-классене çитсе курнă, педагогсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулнă. Вырăнти шкул директорĕ О. Степанова "Проблемно- ориентированный анализ деятельности образовательного учреждения" темăпа доклад туса панă. Канашлура çуркуннехи каникул кунĕсенче вĕрентекенсен спартакиадине, ачасен çуллахи канăвне йĕркелес, спортпа массăллă ĕçсен иртнĕ çулхи кăтартăвĕсем тата кăçалхи тĕллевсем, нормативлă право документацине йĕркелештерес, 9 тата 11-мĕш классенче тĕрĕслев экзаменĕсене хатĕрленес ыйтусене пăхса тухнă.
Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ-вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Ю. А. Васильев ертсе пынă.