Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх вĕренекен-2011

25 марта 2011 г.

Пирĕн шкулта “Чи лайăх вĕренекен-2011” конкурсăн финалĕ иртрĕ.

Шкулта "Чи маттур вĕренекен" конкурс йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Положенипе килĕшÿллĕн ку конкурса вĕренÿре "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракансем хăйсен ирĕкĕпе кăна хутшăнма пултараççĕ. Жюри малтанах ачасен вĕренÿри ÿсĕмĕсене тимлĕн пăхса тухать, вĕсен олимпиада тата тĕрлĕрен конкурссенче хутшăнса вырăн йышăннисене шута илет. Çур çулхи кăтартусем тăрăх лайăх вĕренекенсен хушшинче тĕрлĕрен номинацисемпе çĕнтерÿçĕсене палăртатпăр: "Математикăна чи лайăх пĕлекен", "Вырăс чĕлхине чи лайăх пĕлекен", "Акăлчан чĕлхине лайăх пĕлекен" тата шкулта вĕренекен ытти пур предметсемпе те. Вĕсене шкул дирекцийĕн грамотисемпе чыслатпăр. "Чи лайăх вĕренекен" конкурсăн финалĕ вара вĕренÿ çулĕн виççĕмĕш чĕрĕкĕнче иртет. Кăçалхи "Чи лайăх вĕренекен-2011" финал конкурсне хутшăнма 14 вĕренекен кăмăл турĕ. Финал шоу технологийĕпе иртрĕ. Вĕренекенсен хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартма тиврĕ: чăвашла, вырăсла, акăлчанла сăвăсем илемлĕн вуласси, хуçалăхра усă куракан япаласене рекламăласси, шкул формипе мода подиумĕ тăрăх утса куракансене тыткăнласси, тĕрлĕрен ыйтусене хуравласа харпăр хăй тавра курăмне анлăн кăтартасси, шкула епле юратни çинчен каласа парасси. Вĕренекенсем пурте маттур пулчĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Виталий Куракова, акă, сăвăсем калани тыткăнланă. 7-мĕш класри Василий Степанов реклама ĕçне питĕ килĕштернĕ. Куракансем конкурса пысăка хурса хакларĕç. Епле-ха урăхла пултăр? Маттур хĕр ачасенчен тĕслĕх илмелли нумай! Вĕренÿре ĕлкĕрсе тата шкулти нумай ĕçе хутшăнса пынă май пушă вăхăта та сая ямаççĕ вĕт-ха вĕсем! Тата килте атте-аннене те пулăшса пыма ĕлкĕреççĕ: кил-çурта тирпейлеме тата выльăх-чĕрлĕх пăхма та вăхăт тупăнать вĕсен. Çапла, пур енчен те маттур ачасенчен чи лайăххисене палăртрĕ пирĕн конкурс. "Чи лайăх вĕренекен-2011" çĕнтерÿçĕ ята пурте пĕр саслă пулса 7-мĕш класра вĕренекен Света Михайлова тесе палăртрĕç. Унпа пĕрлех "Чи тăрăшуллă вĕренекен-2011" тата "Чи ăнăçлă вĕренекен-2011" номинацисене 8-мĕш класра вĕренекен Мария Васильева тата 6-мĕш класра вĕренекен Любовь Григорьева тивĕçрĕç. Вĕсене çĕнтерÿçĕсен пуç кăшăлĕсене тăхăнтартрĕç, çĕнтерÿçĕ хăйăвĕсене (лентисене) çакрĕç, хисеп грамотисем парса чысларĕç. Маттур хĕр ачасем шкул дирекцийĕн ăшă салам тата ăнăçу сăмахĕсене тата унăн парнисене тивĕçрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика