Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пулсан çемье чăнахах туслă

25 марта 2011 г.

Раççейре 2008 çултанпа Культура ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Хăйсен професси уявне Трак енти культура тытăмĕнче вăй хуракансем те япăхах мар кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Уяв умĕн халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче республикăри IV фестиваль шучĕпе "Пĕрле — туслă çемье" ятпа çемьесен художество пултарулăхĕн районти фестивалĕ иртрĕ.

Çемье… Епле пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмах вăл. Обществăн чи пĕчĕк пайĕ шутланать. Кунтах эпир кил ăшшине, ыррине туйса ÿсетпĕр, тивĕçлĕ воспитани илетпĕр. Çакă вара пире малашнехи пурнăçра питех те кирлĕ-çке. Трак енче те ĕçчен, халăх хушшинче ырă ят-хисеп çĕнсе илнĕ, юрă-ташăра маттур çемьесем сахал мар. Шăпах вĕсем пухăнчĕç те ĕнтĕ "Пĕрле — туслă çемье" ятлă çемьесен художество пултарулăхĕн районти фестивальне. Ăна йĕркелекенсем тупăшăва чылайăн хутшăнасса кĕтнĕччĕ, анчах кĕтни шанчăкпа тулмарĕ. Унта Чатукасси ял тăрăхĕнчи Егоровсем — Виталий Александровичпа (Чатукассинчи пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн медбрачĕ) Галина Юрьевна ( Чатукассинчи кану центрĕн ĕçченĕ), вĕсен ачисем — Настьăпа Данила (Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн 1-мĕш тата 3-мĕш класĕсенче вĕренеççĕ) тата сад-яслине çÿрекен Агния, Пикшик ял тăрăхĕнчи Ивановасемпе, Михайловасем: Лидия Аркадьевна Ивановапа (Пикшикри кану центрĕн директорĕ) Пикшик шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренекен Кристина хĕрĕ, кунти тĕслĕх библиотекăн ĕçченĕпе Альбина Николаевна Михайловапа вырăнти шкулăн 10-мĕш класĕнче пĕлÿ илекен Светлана хĕрĕ, çемьесен тусĕ Галина Ивановна Кудряшова предприниматель — хутшăнчĕç. Конкурсантсен тупăшăвне район администрацийĕн культура, физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи А. Лебедев ертсе пыракан жюри (унта районти ЗАГС пайĕн начальникĕ Е. Павлова, халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн директорĕ О. Дуйсембаева кĕчĕç) хакларĕ. Ăна халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн ĕçченĕсем С. Васильевапа Л. Игнатьева ертсе пычĕç. Куракансене Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕн музыка уйрăмне çÿрекен Настя Козлова "Пурнăç чи хакли" юрă парнелерĕ.

Малтан командăсем "Киле парса янă ĕçпе" паллаштарчĕç. Ивановасем, Михайловасем Пикшик тăрăхĕнче хăйсен телейне тупнă. Вĕсем "Çемье пăрахутне телейлĕ ишев" девизпа тăрăшаççĕ. Егоровсене Чатукассинчи кану центрĕ çумĕнчи "Телей" агитушкăн хавхалантарса пычĕ. "Эпир Екуркка çемйинчен, — терĕ В. Егоров. — Пирĕншĕн ĕç — пурнăç тыткăчи. Эпир ир тăратпăр та ĕçе тытăнатпăр. Ахальтен мар пирĕн çемье гербĕнче уй-хир, тăри, тулă пучаххи сăнланнă". Командăсем "Прилив семейного счастья" конкурса та — чăрмавсем витĕр, вĕсене çĕмĕрмесĕр "ишсе тухмалла" — япăх мар пурнăçларĕç. Кунта пикшиксем палăрчĕç. "Орудия лова с кольцами" тупăшу та чылай ăсталăх ыйтрĕ. Команда членĕсен кашнин вăлтана хăрах алăпа тытса унта çакнă ункăна 1, 5 литр кĕрекен пластмасса кĕленче пуçне кĕртмелле. Ку тупăшура Егоровсем мала тухрĕç. Тепĕр конкурс "Бермудский треугольник" ятлă. Унта командăсен çемье тĕввине (13 тĕвĕ) салтса пĕтермелле. Епле конкурс-ха вăл апат-çимĕçсĕр? Икĕ команди те жюрине хăйсем хатĕрленĕ "Макароны по флотски" сĕнчĕç. Вĕсене Маргарита Иванова "Тупрăм виçĕ çĕр çырли" юрăпа савăнтарчĕ. Ăс-хакăл (интеллектуальный) конкурсĕ те çивĕч иртрĕ. Командăн кашни членĕн ыйтусем çине хуравламалла пулчĕ. Музыка конкурсне те куракансем ăшшăн йышăнчĕç. Егоровсем, вĕсен хĕрĕ Настя çепĕç юрăсем парнелерĕç, тепĕр командăри Кристинăпа Света "Морячка" ташша ташлани, аслисем тинĕс темипе çыхăннă юрра шăрантарни конкурса татах та пуянлатрĕç.

Конкурс вĕçленчĕ. Унта Егоровсем "Туслă çемье", Ивановасем, Михайловасем "Тавçăруллă çемье" номинацисенче çĕнтерчĕç. Вĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Шел, конкурсра командăсен хисепĕ пĕчĕкки вĕсене пур енлĕн тупăшма май памарĕ пулас. Зонăри конкурс апрель уйăхĕнче Çĕрпÿ хулинче иртмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика