23 ноября 2010 г.
Октябрĕн 8—29-мĕшĕсенче тулли мар яваплă “Газпром трансгаз Чулхула” пĕрлешÿ филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГра С. И. Петрова асăнса мини футболла выляса мала тухассишĕн уçă ăмăрту иртнĕ. Турнирта çичĕ команда (“ЛЭС”, “КС”, “Спарта”, “Союз”, “Исаково”, “Вольник” тата “Чадукасы”) тупăшнă.
Питĕ çивĕч кĕрешÿре 13 очко пухса Кĕçĕн Шетмĕри “Исаково” команда пĕрремĕш, “КС” (11 очко) иккĕмĕш, “Спарта” (10 очко) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
“Чадукасы” командăри Юрий Семенов “Чи лайăх вратарь”, Леонид Кураков (“Чадукасы”) чи лайăх хÿтĕлекен”, Михаил Петров (“Исаково”) 12 мечĕк тапса кĕртсе “Чи лайăх бомбардир”, Александр Иванов (“Спарта”) “Турнирăн чи лайăх вăйăçи”, 13 çулхи Иван Васильев (“ЛЭС”) “Турнирăн чи çамрăк вăйăçи”, Виталий Семенов (“Спарта”) “Турнир ветеранĕ” ятсене тивĕçнĕ.