Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕннишĕн, чăваш халăхĕшĕн тăрăшнă

22 февраля 2011 г.

 
Красноармейски тăрăхĕнчи Çавалçырма пысăках мар ял пулсан та кунтан чăваш халăх ырлăхĕшĕн те пуласлăхĕшĕн мĕн пур пултарулăхĕпе тăрăшакан çынсем сахал мар тухнă. Çавсенчен пĕрисем — Лукинсен ачисем, вĕсен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем. Мирун Лукинĕн çĕр çине ултă ывăл — Матвей, Лев, Прокопий, Ефрем, Михаил, Филипп (Сталин — СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ) тата Евдокия, Домна, Ксения хĕрĕсем килнĕ. Малашнехи сăмахăм Лев Миронович Лукин пирки, ун çинчен ытларах чарăнса тăрăп. Çакăн сăлтавĕ те пур. Хаклă ентешĕм çуралнăранпа кăçалхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче 115 çул çитрĕ.

Çемьере арçын ачасенчен аслин, Матвейăн, пур ĕç патне те алли пынă, мĕн илтни-курнине ăса-ăша çирĕп хурса хăварнă. Пиччĕшĕнчен Лев та юлман: хăй ăнланнă-пĕлнĕ пек ăна та, кăна та тума тăрăшнă: алла пуртă, савапа мăлатук тытнă. Вĕренес туртăмĕ те пысăк пулнă унăн. Ачана чиркÿ çумĕнчи шкула вырнаçтараççĕ. Лев кунта пĕр класрисем хушшинче чи кĕçĕнни пулсан та — чи пултаруллисенчен пĕри. Шкула вăл пур предметпа та чи лайăх паллăсемпе вĕçлет.

Лев Лукина хăй вĕреннĕ шкула ĕçлеме хăвараççĕ. Вăл ачасене вулама-çырма хăнăхтарать, кирлĕ чух — шут ĕçне те.

Çавалçырма каччин çар тумĕ тăхăнма вăхăт çитет. Вăл пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Инçет хĕвел тухăçĕнче яппунсемпе çапăçать. Разведкăна кайсан тăшман пульли унăн урине йывăр амантать. Суранланни малтан та пулнă. Ку хутĕнче унăн Хусан хулинчи госпитальте сипленме тивет.

Усаллине курмасăр ырри çук тенĕн, Лев Лукин госпитальте унта ĕçлекен, çиçсе тăракан çаврака пит-куçлă та хăй пекех йăрăс пÿллĕ Августа Ивановна Юринская медицина сестрипе паллашать. Çамрăксем пĕр тĕвве пĕрлешеççĕ.

Л. Лукин ытти салтаксем пекех вăрçă халăха кирлĕ маррине ăнланса илет. Шăпах фронтра ĕнтĕ Лев Миронович революци çулĕ çине тăрать, вăрттăн пичетленсе-тухса тăракан литература вулать. Патшана вырăнтан кăларнă чух вăл Хусан хулинчи çар госпиталĕнче сипленнĕ.

1917 çулхи çĕртме уйăхĕнче Лев Лукина Хусан хулинче сипленекен чăваш салтакĕсен комитечĕн председательне суйлаççĕ. Вăл ертсе пынипе пирĕн ентешсенчен нумайăшĕ Вăхăтлăх правительствăн Хусан хулинчи органĕсене пĕтерес ĕçе активлă хутшăнать. Çарпа революци комитечĕн йышĕнче Л. Лукин та пулнă.

Лев Миронович чăвашсен буржуалла националисчĕсене тата сылтăм эсерсене хирĕç çине тăрса кĕрешнĕ. Шурă гвардеецсем Хусан хулине илнĕ хыççăн (1918 çулхи çурла уйăхĕ) Л. Лукина арестлеççĕ, тĕрмене хупаççĕ. Хĕрлĕ Çар Хусана ирĕке кăларни кăна ăна вилĕмрен çăлса хăварать.

Кĕçех Л. Лукин коммунистсен партине кĕрет. Вăл Д. С. Эльменпе (Чăваш Автономин пĕрремĕш ертÿçи), А. П. Лбовпа (пĕрремĕш прокурор) тата ытти коммунистсемпе пĕрле партин Хусанти комитечĕ çумĕнче РКП (б)ăн Чăваш секцине тăвас тĕлĕшпе тĕллевлĕ те пуçаруллă ĕçлет. Кăштахран вăл унăн ертÿçисенчен пĕри пулса тăрать.

Çав вăхăтра чăвашсен Хусан хулинчи прогрессивлă хастарĕсем Чăваш автономине туса хурассишĕн çине тăрса тăрăшаççĕ. Çак йышра, паллах, хăюллă та хĕрÿллисенчен пĕри Л. Лукин пулнă. Çав вăхăтра асăннă хулара тухса тăнă чăвашсен "Хыпар" хаçачĕ çак пулăма хирĕçленĕ. Çавăнпах ăна пичетлеме пăрахтарнă. Малашне чăвашсен тĕп хаçачĕ "Канаш", "Чăваш коммуни", "Коммунизм ялавĕ" ятсемпе тухса тăнă. Паян каллех — "Хыпар".

Часах Л. Лукин Хĕвел тухăç фронтне Колчак çарне хирĕç çапăçма тухса каять. Ăна чăваш хĕрлĕ армеецĕсем валли "Хĕрлĕ салтак" хаçат кăларас ĕçе йĕркелеме хушаççĕ. Çĕнĕ кăларăм çар çыннисен çывăх тусĕ пулса тăрать.

Фронтран таврăннă хыççăн пирĕн ентеш чăваш çĕр-шывĕнче Совет влаçне малалла çирĕплетессишĕн нумай тăрăшать. 1920 çулхи авăн уйăхĕнче партин облаçри конференцийĕнче Л. Лукина Чăваш обкомĕн секретарьне суйлаççĕ. Принциплă чăн-чăн чăваш, тăван халăхăн ырă пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан пысăк авторитетлă ĕçтешĕмĕр Пĕтĕм Раççейри коммунистсен IХ конференцийĕн тата РКП (б) Х сăезчĕн делегачĕ пулнă.

Партин Тĕп Комитечĕ хушнипе Л. Лукин Çĕпĕрте те ĕçлет. Унтан ăна анчахрах йĕркеленекен Чăваш профсоюзĕсене ертсе пыма шанаççĕ.

Л. Лукин Раççей комсомолĕн Чăваш организацине çирĕплетес ĕçре те пысăк вăй хурать. Çавăнпа та партин Чăваш обкомĕ ăна республикăри çамрăксен организацийĕн ертÿçи пулма çирĕплетет те. Вăл çак ĕçе те чун-чĕре ыйтнă, чун-кăмăл хистенĕ пек пурнăçлать. Çакăн пирки иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçнелле персоналлă пенсионерка Е. Я. Орлова, Лев Мироновичпа пĕрле самай вăхăт ĕçленĕскер, каласа панине илтме тÿр килнĕччĕ. РКСМăн черетлĕ VI сăездĕнче çĕр-шыври çамрăксен пĕрлĕхне В. И. Ленин ятне пама йышăннă чух, Чăваш комсомол организацийĕнчен виçĕ çын — Лев Лукин, Филипп Матвеев тата Кирилл Вастрюк пулнă.

Л. Лукинпа мăшăрĕн — Августа Ивановнан — Шупашкарта Лютруда хĕрĕ çуралнă. Каярах вĕсен ывăл — Артур — çĕр çине килнĕ. Артур Львович "Украина Республикин тава тивĕçлĕ архитекторĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Ялан хăйĕн пĕлĕвне тĕрлĕ енлĕ ÿстерме тăрăшакан Л. Лукин Мускаври ял хуçалăх академине вĕренме кĕрет. Пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пыракан студент аслă шкула ыттисенчен маларах вĕренсе пĕтерет. Ăна Вологодск облаçĕнчи "Молочная" агрофирмăна политпай начальникĕ пулма яраççĕ. Асăннă фирма чикĕ леш енчи çĕр-шывсем валли сутлăх тавар хатĕрленĕ.

1940 çулсен пуçламăшĕнче Лукинсен çемйи Украинăри Кировоград хулине куçса каять. Кунта Лев Мироновича облаçри "Сортсемовощ" кантурĕн пуçлăхне лартаççĕ. Çак çулсенче ĕнтĕ пиччĕшĕ чи кĕçĕн шăллĕне, музыкăпа кăсăкланакан Филипа малалла вĕренме Киев хулинчи консерваторине йыхравлать. Анчах çĕр-шывăн тĕп хулинчи çакăн йышши аслă шкулта пĕлÿ илекенскер вырăна улăштарма шутламасть.

Аслă Отечественнăй вăрçăн малтанхи кунĕсенче Лукинсен çемйи Кировоград хулинчех пулнă-ха. Самолет çинчен хула çине пăрахакан тăшман бомбисем тăхлан çумăр çунăн тăкăннă. Лев Миронович асăннă хулари тата облаçри хаклă япаласене, укçа-тенкĕне тиесе тыла ăсатас çĕрте тăрăшнă. Çемйине Сталинград хулине эвакуациленине сиссе-пĕлсе те юлман Л. Лукин.

…Çул çинче эшелон чарăннă пĕр станцинче Августа Ивановна ăна-кăна туянма вокзалтан аякра мар вырнаçнă пасара кайнă. Таврăннă чухне вăл станцинче аманнă салтаксене тыла ăсатакан поезд патĕнчен иртнĕ чухне ăнсăртран мăшăрне курах каять. Поездсен кĕске чарăнăвĕн вăхăчĕпе усă курса Л. Лукин çемье членĕсене аманнă салтаксен эшелонĕ çине куçарса лартать. Çапла çемье Сталинград хулине çитет. Лукинсем Августа амăшĕн тăванĕ — Нина Юринская патĕнче пурăнма тытăнаççĕ.

Ирсĕр фашистсем сĕмсĕррĕн пирĕн ял-хулана турта-турта илнĕ. Кĕçех вĕсем Атăл юхан шывĕ хĕрне тухнă, Сталинград хулине çĕмĕрме-тустарма тытăннă. Лукинсем ытти чылай çемьепе пĕрле поездпа Аçтăрхан хулине çитеççĕ. Унтан вĕсене Казахстана ăсатаççĕ.

Кĕçех акă вун сакăр çул тултарнă Лютруда çар тумĕ тăхăнать. Çапăçу хирĕнче вăл — зенитчиксен командирĕ. Вăрçă хыççăн Лютруда Львовна Киев хулине, ашшĕ-амăшĕ патне таврăнать. Вăл паян кун та хăйне аванах туять. Артур Львович вара пурнăçран уйрăлнă. Ачисем, мăнукĕсем пур.

1944 çул пуçламăшĕнче Л. Лукин капитан ординарецĕ (командир çумĕнчи утлă салтак) ентеш çемйине куçса çÿрекен çар госпиталĕ вырнаçнă Пирятин (Полтава облаçĕ) хулине илсе çитерет.

Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн куçса çÿрекен госпиталь комиссарĕ Киев хулинче тымар ярать. Нумай медаль-орден кавалерĕ Л. Лукин 1951 çул çурринче çут тĕнчерен уйрăлать. Вăл пурнăç тăршшĕпех кирек хăш вырăнта ĕçлесен те хăйне ялан лайăх енчен кăтартнă, шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланă, çĕннишĕн, тăван халăхăн малашлăхри ÿсĕмĕсемшĕн вăй-халне те, пурнăçне те шеллемен.

Паян Чатукассинчи Ф. Лукин халăх музейĕнче Лев Миронович Лукин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан документсем те вырăн тупнă. Эпир хамăрăн пултаруллă ентеше манмастпăр, унпа мухтанатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика