Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăшăр кăвакарчăн пек

12 октября 2010 г.

Çĕнĕ Выççăлккă ял cаростипе Геннадий Гурьевпа Ункă урамĕпе утса хăпаратпăр. Вăл тăрăшсах юлашки çулсенче пулса иртнĕ улшăнусемпе паллаштарать. Вăтăр саккăрмĕш номерлĕ çурт патне çитеспе палисадник умĕнчи сак çине вырнаçнă çынсене курсан “кусем пирĕн ялти чи ватă çынсем”, — тесе вĕсемпе калаçса пăхма сĕнчĕ.

Ветерансене сывлăх сунса паллашрăмăр. Вĕсенчен пĕри “эпĕ Федор Матвеевич пулатăп”, терĕ.

— Николай Матвеевичсен тăванĕ пулĕ-ха апла, — персе ятăм эпĕ хам сисмесĕрех.

— Çук. Вĕсен тăванĕ мар. Мăшăрăм енчен вара чăн та турту тивет, — пĕлтерчĕ вăл. — Ачалăхăм питĕ нушаллă килчĕ ман. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул 14-ра пулнă. Çие тăхăнмалли те, çимелли те çук. Аккасене вербовкăпа ĕçлеме янă, пиччесене фронта илсе кайнă. Анне килте чирлĕ, вырăнпа выртать. Çавăнпа пиллĕкмĕш класа та вĕренме каяймарăм…

Килти нушаллă пурнăçа пула унăн 18 çултах авланма тивнĕ.

— Юратнă хĕр те пурччĕ ялта. Юля ятлăччĕ. Вăл хулара пурăнать халĕ. Анчах анне, хăй вырăнпа выртать пулин те, яхăнне те ямарĕ, ăна качча илтермерĕ. Ирĕксĕрех Шупашкар районĕнчи Кивçурт Марка хĕрне — Нина Васильевна Кондратьевана — илсе килмелле пулчĕ, — сăмах çăмхине малалла сÿтрĕ Федор Матвеевич.

Арăмĕ унран 7 çул аслăрах-мĕн. Анчах çак уйрăмлăх çемьери хутшăнусене йĕркелесе пыма пĕртте кансĕрлемен. 61 çул ĕнтĕ вĕсем мăшăр кăвакарчăн пек шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕре ирттереççĕ. Нина Васильевнапа Федор Матвеевич 5 ача çуратса ÿстернĕ. Шел пĕр ывăлĕн пурнăçĕ салтакра, теприн вара килте вăхăтсăр татăлнă. Çухату хуйхăсăр пулмасть паллах. Çавна май сывлăхĕ те хавшать. Паян авă Нина Васильевна килтен ытлах тухса çÿреймест, хытах аптăрать.

Федор Матвеевич та халĕ ĕлĕкхи мар ĕнтĕ, çынсене питех пулăшаймасть. Хăй вăхăтĕнче вăл ăста платник пулнă. Ялти сайра çурт унсăр çĕкленнĕ. Ф. Матвеев бригадăри çурт-йĕрсене тăвас çĕрте те тăрăшнă. Ĕне, сысна, лаша, чăх-чĕп витисене тата ытти обăектсене хăпартма хутшăннă.

 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика