Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн шăпаллă кун-çулăм

29 августа 2010 г.

02

Эпĕ Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Кушар ялĕнче 1930 çулта çуралнă. Атте, Василий Иванович Орлов, Кушкă шкулĕнче учительте ĕçленĕ. Анне, Матрена Андреевна, ахаль колхозница пулнă. В. Орлова 1937 çулта, вăл тапхăрти чылай çынна евĕр, çичĕ çуллăха тĕрмене хупрĕç, виçĕ çуллăха суйлав прависĕр хăварчĕç.

Анне тăватă ачапа тăрса юлчĕ. Эпĕ, асли, ун чухне 7 çулта пулнă. Мăн Шетмĕ шкулĕнче вĕрентĕм. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне вун пĕр çула пуснăччĕ. Мĕн тери йывăр пулнă аннене пире пăхса ÿстерме. Эпир çăматă, атă-пушмак тăхăнса та курман. Çăкăрне те тăраниччен çиеймен. “Иккĕмĕш çăкăра” кăмакана пăрахса пĕçерсен, ирсерен 4-шар улма шкула чиксе каяттăмăр. Вутă-шанкă тивĕçмен. Кăмакара улăм çунтараттăмăр. Шăрпăк илме те укçа çитмесчĕ. Кÿршĕсем вутă хутнине курсан, вĕсенчен кăвар илсе килсе чĕртнĕ. Краççын илме те укçа çукчĕ. Кашни кун ĕçе кайма тивнĕ.

Аттене Сталин лагерьне янă пирки пирĕн нимĕнле çăмăллăхсем те пулман. Ытти ачасене çав вăхăтрах ăшă тумтир, çăматă паратчĕç. Çапах та эпир çăкăрлăх ĕçлесе илес тесе пĕчĕклех хуçалăх ĕçне хутшăннă. Кăнтăрла хирте ĕçленĕ, каçхине авăн çапнă. Каярах тăван колхоза пĕрремĕш комбайн килнине, кĕлте ярса тăнине паянхи евĕр астăватăп. Каçсерен вăрçă хирĕнче çапăçакансем валли мĕн чухлĕ алсиш-чăлха çыхман-ши? Тата хамăр çи-пуç валли кантăр акса килте пир тĕртнине епле манайăн?

Çичĕ класс вĕренсе пĕтерсен Мăн Шетмĕре вăтам шкул хупăнчĕ. Питĕ вĕренес килетчĕ, çавăнпах саккăрмĕш класа Красноармейскине кайрăм. Вăл вăхăтра вĕренÿ тÿлевлĕччĕ, анне 150 тенкĕ тупса парайман пирки çĕнĕ çул умĕн пăрахса килмелле пулчĕ. Тепĕр çулхине Муркаш районĕнчи шкула çул тытрăм, кунта та малтанхи евĕр ÿкерчĕкех тухса тăчĕ. Укçа-тенкĕ тупмалли нимĕнле çăл куç та çук-çке. Çапла вĕренеймесĕрех юлтăм. 1948 çулта районтан панă направленипе выльăх-чĕрлĕх пăхакан специальноçне алла илме Етĕрнери çулталăклăх шкула вĕренме кĕтĕм. Тивĕçлĕ документлă пулсан, икĕ çул тăван тăрăхра ферма заведующийĕнче вăй хутăм. Каярах колхоза торф кăларма илсе каякан килчĕ, çапла вара çул Свердловска выртрĕ. Ун чухне Урал тăвĕсем енне чылай çамрăк пычĕ. Килĕшÿ тăрăх, çулла ултă уйăх хушши торф кăлармалла, хĕлле çавăн чухлех колхозра ĕçлемелле.

1955 çулта Чатукасси ял советне кĕрекен Пулайкасси ялне качча тухрăм. Çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ ку тăрăхра пурăнатăп. Тăтăшах бригада ĕçне хутшăннă. Мана темиçе созыв хушши Чатукасси ял совет депутатне суйларĕç. Чылай хушă эпĕ хуçалăхри хĕрарăмсен канашне ертсе пытăм. Паян кун та “1941—1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медале чыслăн упратăп. Манăн ку таранччен çĕр-шыв панă сакăр награда пур. “Ĕç ветеранĕ” медальпе те чысланă мана. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ветерансен хорне çÿрерĕм эпĕ. Ватăсен коллективĕпе ăçта кăна çитмен пулĕ эпир? Мана яланах чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕпе, тенкипе алшăлли çине çăкăр-тăвар хурса аякран килекен хăнасене кĕтсе илме шанатчĕç. Эпĕ бригада ĕçне хутшăнакансене тăтăшах районта, республикăра, çĕр-шывра пулса иртекен çĕнĕ хыпарсемпе паллаштараттăм. Çынсене йывăр вăхăтра мĕн чухлĕ пулăшу кÿмен-ши? Ку таранччен пĕр çынна та сивĕ сăмах каласа курман эпĕ. Чатукассине тĕрлĕрен пухусене, савăнăçлă мероприятисене кайсан Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнчи хĕрарăмсем “эсĕ мĕншĕн пирĕн ялтан мар-ши?” тетчĕç. Тата миçе ватăна пăхса пурăнмарăм-ши? Уншăн пĕр пус укçа та илмен.

Анчах хамăн çемье пурнăçĕ ăнмарĕ. Мăшăр чирлĕ пулнă пирки ача-пăчаллă пулаймарăмăр. 28 çул пĕрле пурăнсан вăл çĕре кĕчĕ. Малтан амăшне, манăн хунямана, шалкăм çапрĕ. Вăл çулталăк хушши вырăн çинчен тăман, алли-ури ĕçлемен. 87 çула çитсен ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Унтан хама çуратнă аннене çак чир пăркăчларĕ. Хунямапа мăшăрăм çĕре кĕрсен эпĕ пĕчченех тăрса юлтăм. Аннене хам пата илсе килтĕм. 10 çул çурă пурăнчĕ. Кунти çăва çинчех канлĕх тупрĕ. Мана вара хăйматлăхсен хĕрĕ пулăшса пычĕ. Вăл манран çичĕ çул кĕçĕн. Вун пĕр çул хушши пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл пурăнтăмăр. Каярах мăшăрăн тăванĕсем Çĕрпÿ районĕнчи пĕр арçынпа паллаштарчĕç. Килте арçын пулмасан пÿрт-çурчĕ те, хуралтисем те йăтăнаççĕ-çке. Тата манăн вĕсем 1925 çулта туса лартнăскерсем. Ылтăн алăллă, питĕ тирпейлĕ чăн-чăн арçын пулчĕ вăл. Мăшăрĕ вилнĕ, пĕр ывăл пур. Хăех платник те, кăмака тăвакан та, çĕвĕçĕ те, сварщик та. Эпĕ больницăра сипленнĕ тапхăрта ĕне те суса пурăнчĕ вăл. Вун пилĕк çул пурăнсан виçĕ çул каялла Чатукасси ял тăрăхне кайса хут уйăртăмăр. Шел, иртнĕ çулхи май уйăхĕнче ăна шалкăм çапрĕ. Çулталăк ĕнтĕ вăл иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Хам та вунă çул çак ушкăн инваличĕ, кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче 80 çул тултартăм. Халĕ пире пĕр çемье пăхса тăрать, йывăр ĕçсене тума пулăшать. Паян кун та пирĕн патран çын татăлмасть, тăтăшах сĕнÿ-канаш ыйтма килеççĕ. Килте çын пулсан савăнатăп эпĕ. Эпир тăватă пĕр тăван — виçĕ хĕрпе пĕр ывăл — çитĕнтĕмĕр. Йăмăкпа шăллăм вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Тепĕр йăмăкăм Мускав хулинче пурăнать.

Вăт çакăн пек шăпаллă килсе тухрĕ манăн кун-çулăм.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика