Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Староста, ал ĕç тата юрă ăсти

31 августа 2010 г.

Çĕнĕ Выççăлккă ял уявĕн программи пуян пулчĕ. Кунта ал ĕç куравне те йĕркеленĕ. Мана уйрăмах çурт-йĕрсен макечĕсем тыткăнларĕç.

— Кам кун пек тăрăшсах хатĕрленĕ-ши вĕсене, — ыйтрăм экспонатсене тимлесех тĕсекенсенчен.

— Пур пирĕн ун пек ÿркенмен çын. Ял старостин Геннадий Гурьевăн ĕçĕсем-ха вĕсем, — терĕ пĕри те тепри пĕр пĕрне пÿлсех.

Уяв хыççăн ăстаçăпа хăйĕнпе курса калаçма тÿр килчĕ. Çурт-йĕрсен макечĕсене тăвас ĕç мĕнрен пуçланса кайни тата ытти пирки ыйтса пĕлтĕм унран.

— Мĕн курнине, ас туса юлнине ыттисене, уйрăмах ÿссе çитĕнекен çамрăк ăрăва кăтартас килет. Çавăнпа тивĕçлĕ канăва тухсан, виçĕ çул каялла, ку чир ерчĕ-ха мана. Ытларах хĕлле унпа аппаланатăп. Пирваях хăван яштака тураттисене суйласа касса килетĕп. Ĕçрен пушансан каç-каç телевизор пăхса ларнă чух вĕсен хупписене сÿсе пулас "объект" валли стройматериалсем, тĕрĕсрех каласан пĕренесем хатĕрлетĕп. Кăнтăрла унпа ĕçлесе ларма вăхăт çук. Çине тăрсан, ĕçе юратса тусан япăх мар макетсем пулаççĕ. Çавна кура хавхалану та ÿсет.

Ку ĕçсем хĕлле Ункă тăрăх йĕлтĕрпе уçăлса çÿренĕ чух пуçра çуралнă шухăшсен çимĕçĕсем ĕнтĕ, — калама пуçларĕ ăстаçă. — Пĕренесене пĕр пĕринпе штапик пăтисем çапса тухса çирĕплететĕп. Çилĕмпе çыпăçтарсан макета вăр вар пăсса пуçтарма, тÿрлетÿсем тума йывăртарах. Кун пек вара çăмăл…

Районти тĕрлĕ конкурссенче унăн ĕçĕсене пĕрре кăна мар палăртнă.

Геннадий Гурьевич профессийĕпе строитель. Тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă хыççăн вăл Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатне тунă çĕрте вăй хунă. Унтан Шупашкарти тракторсем тăвакан завода çĕклеме хутшăннă. Кайран пĕр вăхăт унăн цехĕсенче ĕçлеме те тÿр килнĕ ăна. Пенсие тухас умĕн тăван тăрăх ытларах та ытларах хăй патне туртнă. Пуçаруллă çынна хуçалăхăн ун чухнехи ертÿçисем те пĕрре кăна мар ĕç вырăнĕ сĕннĕ. Çапла Г. Гурьев пĕр хушă "Герой" пĕрлешÿллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче ĕç сыхлавĕн инженерĕнче вăй хунă.

Мăшăрĕпе — Галина Павловнапа (Енĕшкасси хĕрĕпе) — вăл икĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Вĕсем çемьеллĕ, ашшĕ-амăшне пулăшма килкелесех тăраççĕ.

— Галинăпа пĕрремĕш класран пуçласа пĕрле вĕреннĕ, туслашнă, пĕрле шкул пĕтернĕ, — тет Геннадий Гурьевич.

Каярахпа туслăх юратăва куçнă. Вĕсем çемье тĕвĕленĕ. Паянхи кун та пĕр чĕлхерен, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Кил хушши тулли выльăх-чĕрлĕхĕ: ĕне, пăру, 12 сурăх, чăх-чĕп, хурсем усраççĕ.

Пÿрчĕ-çурчĕ кермен пек, икĕ хутлă. Кил картинче çăл чавнă, пахчара пĕве пур. Унта пулă ĕрчетеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçлесен пурте пулать, ан ÿркен кăна.

Çĕнĕ Выççăлккă ял старости пушă вăхăтра ал ĕçĕпе аппаланнисĕр пуçне Чатукасси кану центрĕ çумĕнчи "Телей" фольклор ансамблĕн активлă членĕ, ушкăнпа пĕрле тĕрлĕ çĕре тухса çÿрет. Хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене тыткăна илет. Çавăн пекех вăл спорт вăййисене хутшăнма та ÿркенсе тăмасть. Хĕлле ачасемпе пĕрле йĕлтĕрпе ярăнать, чупать, кĕç вĕсемпе хоккей вăййине кÿлĕнет. Çулла вара футболла вылять. Ял уявĕ хыççăн çамрăксем Ункă юхан шывĕ хĕрринче футбол ани йĕркелештернĕ. Унта каç-каç çамрăксемпе пĕрле футбол мечĕкне хăваланă çĕрте Геннадий Гурьева та курма пулать.

Геннадий Гурьевич Çĕнĕ Выççăлккă ял уявне ирттерме спонсорла пулăшу кÿнĕ Юрий Валентинович Никандрова хаçат урлă чĕререн тав туни çинчен пĕлтерчĕ. “Çавăн пек маттур çынсем пирĕн тăрăхра ытларах пулинччĕ”, терĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика