Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сывлăш ыр кÿрет

08 июня 2010 г.

               

… Илеме куç тÿрех асăрхать çав: тěрлě тěспе çиçсе тюльпансем, ириссем, гвоздикăсем аякран илěртеççě. Юнашарах – пахча çимěç йăранěсем: хăяр, помидор парка çитěнеççě, кěç-вěç çеçке çурмалла. Кишěрпе кăшман та вăй илнě. Йывăçсен хушшинчи хуралтăсем  - вите, мунча кěтесě курăнаççě.

                                            «Кунта пире хăтлă»

        Тăпăл- тăпăл чăваш пурăнать тейě пěлмен-илтменни. Çапла, Чатукассинчи Тěп урамри  çак хăтлă çурт чăннипех çирěпскер, хуçалăхě тěреклěскер. Хуçи те ěçченскер, ларма-тăма пěлменскер. Пěччен мар тата.  Йышлăн, виçě теçеткерен те ытла. Шăпах çакăнта вырнаçнă районти ветерансен çурчěсенчен пěри ( тепри  - Карайра). Социаллă учрежденире тăван кил ăшшине тупнисенчен  чи асли, Федора Максимова, тăххăрмěш теçеткене вакланă, кěçěнни, Олег Давыдов, вăтăр урлă каçнă. Тěрлě шăпа илсе çитернě вěсене кунта. Пěри ěмěрне пěччен ирттернě те ватлăхра хÿтлěхсěр юлнă, тепри ывăл-хěрěпе пěр чěлхе тупайман, виççěмěшě сусăрланнă хыççăн хăйне пăхайми пулнă. Республикăн тěрлě кěтесěнчен  - Шупашкартан, Çěрпÿ, Пăрачкав районěсенчен пухăннă халсăрскерсем. Ытларахăшě Трак тăрăхěнчех çуралса ÿснě. Патшалăх хÿтлěхěн çуртěнче хăйсене хăтлă туяççě:  пÿлěмсенче ăшă та тирпейлě, çи-пуç таса, апачě тутлă. Сиплевçě юнашарах, кирлě тěк ялти офисри тухтăрсене чěнсе илме пулать.

        Янттине кěтсе ěçлемесěр алă усса лармаççě ветерансем, пысăк хуçалăха тытса пыма вăй çитнě таран хутшăнаççě. Чăх-чěпе е сысна çурисене тăрантармалла-и е йăрансене çумламалла-и, е картишн тирпейлемелле-и, Л.Иванова, Н. Степанова,  А. Иванова тата ыттисем кар тăрсах тухаççě. Ěçлемелěх çěрě пур: пахчара – 30 сотăй, хирте – 1 гектар. Пахча çимěçě, улми-çырли, ашě-пăшě хăйсене валли вěт, кун пек чух ÿркенсе тăмăн. Паллах, чир-чěр нушалантармасан ěнтě. Вырăн çинчен тăрайманнисем те пур вěт ветерансен çуртěнче пурăнакансен хушшинче. Унашкаллисемпе уйрăмах тимлě пулмалла, сипленипе пěрлех пěчěк ача пек пăхмалла.

        Станислав Матвеев ертсе пыракан социаллă учреждени йывăр шăпаллă ватă çынсемпе сусăрсемшěн чăннипех çăлăнăç  утравě пулса тăнă. Палăртнă вăхăтра апатланни, чир-чěртен сиплесе тăни кинемейсемпе мучисен кун-çулне 5-6 çул вăрăмлатнине пěлтерчěç кунта вăй хуракансем. Лăпкă вěсен чунěнче: канас теççě – тěлěрсе илеççě, ал ěçěпе аппаланас шутлă – тархасшăн, кино пăхас е юрă-кěвě итлес килет – телевизор, ытти аппаратура пур. Уявсенче ялти шкул ачисем, культура ěçченěсем юрă-ташăпа савăнтараççě. Экскурсисене те кăмăллаççě ватăсем: пěлтěр Шуршăлти космонавтика музейне йышпа кайса килнине паян кунчченех аса илсе пурăнаççě.

                                              « Тавах, ачам»,- теççě…

           Хăйсене пăхакан маттур хěрарăмсем ватăсемшěн тăванран та çывăх. Ираида Никифорова, Светлана Петрова, Светлана Иванова, Ирина Яковлева, Вера Михайлова социаллă ěçченсене , Светлана Петрова, Людмила Егорова поварсене вěсем хисеплеççě, хăйсемпе ăш пиллě пулнăшăн, ватлăх кунěсенче телей кÿнěшěн ырă сунаççě. « Тавах, ачам»,- теççě. Урăхла мěнле пултăр: шанăçě, тěрекě, хÿтлěхě вěсенче кăна-çке. Ахлатмасăр сывлăш тухман чухне те, ывăл-хěрěнчен хыпар илсен те хăйсене хÿтте илнě çынсемпе канашлаççě, хуйхи-суйхине, савăнăçне пěлтерсех тăраççě, чуна уçса калаçаççě. « Ватă çын – тăват çын»,-тенě халăхра. Ытарлă калани çумне «Тăватă кăмăл» тесе хушсан та ытлашши пулмě. Пурнăçра хура-шур нумай курнă, чунě-чěри ыратупа, кÿренÿпе тулнă ватăсен кăмăлне тивçтерме пěлмелле.Шухăшламасăр персе янă сăмах та çапса хуçма пултарать халсăрсене, хевтесěрсене.Пăхса усракансен çавна май уйрăмах тимлě пулма тивет. « Ырă сывлăш ыр кÿрет» тенине асра тытса ветерансен çуртне тăнăçлăх, килěшÿ, çураçу кÿрессишěн тăрăшать çамрăк йыш.

       Тепěр чухне мучисемпе кинемейсене тунсăх пусать – çывăх çыннисене аса илеççě пулинех. Мěн тăвăн, ачаллисен те ашшě-амăшне килсе курасшăнах мар çав. Сайра-хутра кěркелесе тухаканнисем ватă çыннăн пенсийěпе ырă курас шухăшлисем кăна. Кěвенте пек кукăрăлнă амăшě пенсирен юлнă пур-çук укçине вă питти услапа тыттарса яни социаллă ěçченсене канăçсăрлантарать.Тепěр чух, уйрăмах çу кунěсенче, ватсенчен хăшě-пěри тăван ялěнче пурăнма шут тытать. Паллах, чару çук. Шел, нумаях тытăнса тăраймасть çав, те йăлăхса çитет, те ыттисене йăлăхтарать – ветерансен çуртнех таврăнать, чунě кунталлах туртăнать. Туять вěт – кунта хÿтěлеççě…

                                          «Мана вěсем кěтеççě…»

      Кинемейсемпе мучисен ватлăх кунěсене телейлě тăвассишěн тимлекенсенчен пěри – Ираида Петровна Никифорова. Вунă çул каялла вăхăтлăх тесе килнě те вăл, кунтах тěпленнě. Маларах Шупашкарта «Нарспи» ательере кěпе-тумтир çыхнăскер мăшăрланса яла куçнă хыççăн колзозра, ача садěнче няньăра  тăрăшнăскер, социаллă ěçчен пулса тăнă та профессие чунпа килěштернě.Аслă ăру çыннисене хисеплемеллине мěн пěчěкренех ăша хывса çитěннě вăл, Танăш ялěнчи ашшě-амăшне те юлашки çула ăсатичченех пăхса пурăннă. Хунямăшне сума сăвать. Уйрăм пурăнаççě пулин те хутшăнсах тăраççě, хуçалăхра пулăшаççě ывăлěпе кинě, икě мăнукě.

       Ираида Петровна хăйěн ěç вырăнěнче пултарулăхěпе, ял-йышра ěçченлěхěпе, тирпейлě кил хуçи хěрарăмě пулнипе палăрса тăрать. Ветерансен çурчě - уншăн иккěмěш кил. « Мана вěсем кěтеççě, хăвăртрах çитмелле,- тет ватăсем пирки. – Хамăн та курас килекен пулчě». Килтисем – мăшăрě Вячеслав, техникумра пěлÿ илекен ывăлě Женя, ялти шкулта вěренекен Таня ун чун туртăмне ăнланаççě.  Май килнě чух хăйсем те пулăшма пыраççě. Ветерансен çуртне юсанă чух упăшки ыттисемпе танах тăрăшрě. Пур ěçре те пěрле вěсем – Никифоровсем. Хушма хуçалăхě пасăк: ěне выльăх, кролик, чăх-чěп усраççě, пахча çимěç, улма-çырла çитěнтереççě.Ытлашшине сутаççě. Патшалăх хÿттине лекнě ватă çынсене кучченеçпе савăнтармалăх та çитет паллах.

          « Килěшет мана социаллă ěç, çакна валли çуралнăнах туйăнать»,- тет Ираида Петровна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика