Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхĕшĕн ырă ĕç тăвакан

30 марта 2010 г.

Антоновы

Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Типвар ялĕнче пулса курнă-и эсир? Мана унта кăçалхи хĕл кунĕсенче пулма тÿр килчĕ. Икĕ урам паян Типварта. Овражная тата Зеленая урамсенчи 12 килте тĕтĕм тухать. Эпĕ юр тултарнă урампа Михаил Викторович Антипов пурăнакан кил-çурта шыраса тупрăм.

       Вырăсла хапхана уçрăм кăна, мана, палламан çынна, хура тĕслĕ хураçка каçса кайса вĕрме пуçларĕ. Йытă сассине илтсе алкум вĕçне кил хуçи тухрĕ. Сакăр вунналла çывхаракан типшĕмрех арçынна курсан хайхискер хăйĕн йăвине кĕрсе выртрĕ те сасси таçта çухалчĕ. Михаил Викторович мана пÿрте кĕме чĕнчĕ. Кирпĕчрен купаланă пысăк çурт. 1968 çулта хăпартса лартнă ăна Антиповсем. Калăпăшĕпе пачах та пĕчĕк мар вăл, ăна çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтнăран, ăшă, ахальтен мар кил хуçи кĕпе вĕççĕн кăна çÿрет. Пÿртре çутă та таса, кашни япала хăй вырăнĕнче. Хам мĕн ĕçпе килнине пĕлсен М. Антипов сĕтел çине вуншар сăн ÿкерчĕк, ытти документсем кăларса хучĕ. Эпир иксĕмĕр сĕтел хушшине вырнаçрăмăр та калаçу пуçартăмăр. — Пĕлетĕн-и, — тет Михаил Викторович, — эпĕ астăвасса, Типварта 35 килччĕ. Унтанпа чылай шыв-шур юхрĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80—90-мĕш çулĕсенче тĕп усадьбăран аякра вырнаçнăран, хытă сийлĕ çул-йĕр çукран тăван ялăм малашлăхсăррисен шутне лекрĕ пулас. Ваттисем вилсе пĕтрĕç, çамрăксем вара хуланалла çул тытрĕç, çĕнĕ çурт-йĕр çавăракан та пулмарĕ. Авă, паян ентешсем пурăнакан кил-çурта алăри пÿрнесем çинче шутлама пулать. Хальхи кил-çурт вырăнĕнче çуралнă Миша. Ун чухне йывăç пÿрт пулнă вĕсен. Ашшĕ, Виктор Антипович, 1898 çулта çут тĕнчене килнĕскер, ку тăрăхра вĕреннĕ çынсенчен пĕри пулнă. Ар çулĕсем çитсен Виçикассинчи Евдокия Алексеевна Алексеевапа çемье çавăрнă. Империализм вăрçин тути-масине çамрăклах туйма тивнĕ ăна. Хусанти тĕн семинарийĕнче те вĕренме тÿр килнĕ çамрăка, анчах революционерсемпе çыхăну тытнă тесе кутамккана çакса киле таврăнмалла пулнă. Виктор Антипович шут ĕçне вĕренет. Малтанах Виçикассинчи кредит юлташлăхĕнче вăй хурать. 1930—1931 çулсенче "Чувашия "колхоз йĕркелесе ярсан унăн пĕрремĕш председателĕ пулать. Çĕрпÿри перекет банкĕн кредит пайĕнче тăрăшать, каярах, 1936—1942 çулсенче, Ункăçумĕнчи "Большевик" крахмал завочĕн тĕп бухгалтерĕ пулать вăл. 1942 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче В. Антипов Аслă Отечественнăй вăрçа кайма алла çар комиссариачĕ панă повестка илет. — Пĕтĕм вăй питти халăх фронтра, пирĕн те ирсĕр, юнĕçен фашистсенчен Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме вăхăт çитрĕ, —тенĕ Виктор Антипович. Малтанах резервра тăраççĕ вĕсем, каярах вăрçă çулĕ В. Антипова тĕрлĕ çĕре илсе çитерет. 1945 çулхи августра кăна тăван киле таврăнать. — Вăл салтак шинельне хывиччен 83 çулхи ватă асанне çирĕм кун маларах çĕре кĕчĕ, — тет М. Антипов. — Каярах хаклă çыннăм Çĕрпÿ районĕнчи Аппакассинчи чăпта çапакансен кустпромартель бухгалтерĕнче, мĕн пенсие тухичченех Карай тăрăхĕнче ĕçлерĕ, 1973 çулта çĕре кĕчĕ. Анне мĕн ватăличченех тăван хуçалăхра вăй хучĕ. Виктор Антиповичпа Евдокия Алексеевна тăватă ача пăхса ÿстернĕ. Ольга хăй ĕмĕрне Шупуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта ĕçлесе ирттернĕ, пуçламăш классене вĕрентнĕ. Иоил çартан таврăнсан Красноармейскинчи линипе техника цехне ĕçе вырнаçать. Шел, сывлăхĕ хавшанипе ирĕксĕртен кăнтăр енне куçса кайма тивет. 80 çулхи Иоил Викторович паян Краснодар тăрăхĕнчи Динская станцинче пурăнать. Виççĕмĕшĕ — Михаил. Галина Канашри финанс техникумĕнчен бухгалтер специальноçне илсе тухнă, мĕн пенсие кайичченех Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче тăрăшнă, пĕлĕвне Санкт-Петербургра ÿстернĕ. Шел, тивĕçлĕ канăва тухсан Галина Викторовна пилĕк çул кăна пурăннă.

1933 çулта çуралнă Миша, ывăлсенчен кĕçĕнни пулнă май, кун-çулне тăван тăрăхпа çыхăнтарма тĕв тунă. М. Антонов Выççăлккăра çичĕ çул пĕтернĕ. Каярах Чатукассинче каçхи шкул вĕренсе пĕтерсе аттестатлă пулать. Типвар каччи, 18 çул тултарсан, алла повестка илет. Вăл çар хĕсметне 1951—1955 çулсенче Польша çĕр-шывĕнче ирттерет, автомашина çÿретет, дивизи командирне — полковнике илсе çÿрет. Тăватă çул сисĕнмесĕрех иртет. Салтак шинельне хывсан Михаил, ытти каччăсем евĕр, аякка кайма шутламасть, унăн тăван енех чунĕ туртать. 1959 çулччен Арçунакасси, Пулайкасси, Типвар, Итмар ялĕсем "Гвардия" колхоза кĕнĕ. Шăпах асăннă хуçалăха водителе вырнаçать те М. Антипов. 1958 çулта "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн пурлăхпа техника никĕсне районти колхозсене салатса параççĕ. Ку ене гусеницăллă — 2, урапаллă 3 "хурçă ут" тивет. Михаил Викторовича трактор бригадин бригадирне суйласа лартаççĕ. Çур акинче техника пулăшнипе 800 гектара яхăн çĕре хуратса хăвараççĕ. Кунти хуçалăха пилĕк çула яхăн Упи çынни С. А. Арсентьев ертсе пырать. М. Антонова хуçалăх ертÿçине автомашинăпа турттарма шанаççĕ. Хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ те техника енчен пуянланса пынă. Патшалăха палăртнăран ытла çĕр улми сутнăшăн колхоза ГАЗ-51 автомашина уйăрса параççĕ. Нумаях та вăхăт иртмест, Горький хулинчи автозаводран тата тепĕр автомашина илсе килеççĕ. 1959 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче ку тăрăхри 11 ял пĕр хуçалăха пĕрлешеççĕ. Чатукассисем колхоз председательне Н. Харитонова суйлаççĕ. Малтан пĕчĕк хуçалăхсенче пулнă мĕн пур техникăна тĕп усадьбăри мехпарка куçараççĕ. Çапла майпа йĕркеллĕ çÿрекен 15 автомашина пуçтарăнать. Вĕсен хуçи кирлĕ-çке. Пултарулăхне, çынсемпе ĕçлеме пĕлнине кура Михаил Викторовича гараж заведующине çирĕплетеççĕ. Вăл пирвайхи кунсенченех мехпаркра çирĕп йĕрке тăвать. Каярах унăн А. Львов ертÿçĕпе те ĕçлеме тивет. Çÿлти органсем сĕннипе 1969 çулта М. Антипова Чатукасси ял совет ĕçтăвкомĕн председательне çирĕплетеççĕ. Çак çăмăл мар лава вăл икĕ çул хушши туртать. Н. Матвеева "Герой" колхоза ертсе пыма шансан каллех вăл хуçалăха ĕçлеме куçать. Гаражра пĕр тимсĕр водитель ГАЗ-53 автомашинăна сÿтсе тăкнă пулнă. Михаил Викторович хăй ятарласа Етĕрнене çул тытать, автомашинăна юсаса вĕр çĕнĕ евĕр тăвать. Каярахпа прицеп кăкарса Горький облаçĕнчи Воротынецран мĕн чухлĕ йывăç турттарман пулĕ унпа? Ăста алăллă çын валли яланах ĕç тупăнать. Каярах М. Антонов мастер-наладчикра, районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн ертÿçисемпе килĕшсе инженер-технологра тăрăшать. Николай Матвеевич сĕннипе вăл 1983—1985 çулсенче "Герой" колхозăн тĕп инженерĕнче вăй хурать. Каярах вара çичĕ çул хушши, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, выльăх-чĕрлĕх фермисене механизацилес тĕлĕшпе инженерта ĕçлет. Хушнă кирек епле ĕçе те вăхăтра, тимлĕ, яваплăха туйса пурнăçланă вăл, хăйĕнчен, хăйне пăхăнакансенчен яланах çирĕп ыйтнă. Çавăнпах ертÿçĕсем килĕштернĕ те ăна. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Михаил Викторович Арçунакасси хĕрĕпе —Юлия Порфирьевнапа çемье тĕвĕленĕ. 50 çул ытла ĕнтĕ çак мăшăр пĕр-пĕрне килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Вĕсем виçĕ ывăл-пăхаттир пăхса ÿстернĕ. Асли, Виктор, Чатукассинчи вăтам шкулта лайăх паллăпа вĕреннĕскер, уйрăмах физикăпа математикăна кăмăлланăскер Мускаври физикăпа техника институтĕнчен "Космос аппарачĕсем" специальноçпа вĕренсе тухнă. Виктор Михайлович чылай хушă Мускав облаçĕнчи Королев хулинчи "Энергия" НПОра тăрăшнă. Славăн служба кунĕсем çĕр-шывăн тĕп хулинче Мускавра иртнĕ. Салтак шинельне хывсан каччă Мурманска çул тытнă, вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсре пулă тытакан флотилине ĕçе вырнаçнă. Халĕ Антиповсен вăталăх ывăлĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Кĕçĕнни — Анатопий — Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетĕнчен пĕлÿ илсе тухнă, специальноçĕпе — инженер-электронщик. Алла диплом илнĕ хыççăн пирĕн ентеш Шупашкарти "Элара" производство пĕрлешĕвне ĕçе вырнаçать, тÿрремĕнех çĕр-шывăн авиаци промышленноçĕн заказĕсене пурнăçланă тата тĕрĕсленĕ çĕре хутшăнать. М. Антипов тăван ялшăн, çынсен ырлăхĕшĕн чунне парать тесен те йăнăш мар пулĕ. 80-мĕш çулсен варринче В. А. Агафонов хăй депутат тивĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пыни пирки Чатукасси тăрăхне отчетпа килсен Михаил Викторович Типварта шыв ыйтăвĕ йывăрри пирки пĕлтернĕ. Шупашкар хăни пулăшма пулнă. Йĕркелÿ ĕçĕсене М. Антипов хăй çине илнĕ. "Паян та çав колонкăран шыв ăсатпăр", — тет ĕç ветеранĕ. 1993 çулта тăван ялне çут çанталăк газĕ кĕртес тĕлĕшпе те Михаил Викторович çине тăрать. Проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлеме пулăшать, ял çыннисем хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелет, халăхран укçа пухать, "сенкер çулăм" кĕртекен организацин ыйтăвĕсене туллин пурнăçлама тăрăшать. Çапла вара типварсем вăхăтра çут çанталăк газлĕ пулса юлаççĕ. Пушă вăхăт тупăнсан ахаль ларма пултараймасть Михаил Викторович. Вăл хăй аллипе Т-16 трактор пухнă. Халĕ унпа ялти халăха, кÿршĕ ялсенчи пĕлĕшĕсене çуркунне-кĕркунне пахча-анкартисене сухаласа пулăшать. Унсăр пуçне хăй ăсталанă сварка агрегатне те кирлĕ чухне кÿршисене усă курма парать. Паян килте мăшăрĕпе иккĕшех пурăнаççĕ Антиповсем. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çавăнпах сĕтел çинчен сĕт-çу, аш-пăш татăлмасть, хулари ачисене парса ямалăх та пур. Пÿртрен ют çын тухнине сиссе йытă каллех сас пачĕ, хуçине курсан вара шăпланчĕ. Эпир Михаил Викторовичпа кăмăллăн уйрăлтăмăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика