Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр çынна лайăххипе асăнаççĕ

07 мая 2010 г.

Карпов
 
"Ыр çын пуласси ачаран, ырă ут пуласси тихаран паллă", — тенĕ ваттисем. Чăнах та, мĕн пĕчĕкрен эпир ачасене ырă ĕçсем тума, лайăххине япăххинчен уйăрма, таса чунлă та ĕçчен пулма, ырра шанса тăма тата хăйсене те ырă кăмăллă, сăпайлă пулма вĕрентетпĕр.

Республикăра "Ырă кăмăллăх" акци пынă тата Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарнă май эпир 2-мĕшпе 4-мĕш классенче вĕренекенсемпе Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕпе Н. К. Карповпа тĕл пулу ирттертĕмĕр. Вăл хамăр тăрăхри Пулайкасси ялĕнче 1925 çулхи çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Пирĕн ентеш 1943 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче вăрçа тухса каять. Çав кун ялтан пурĕ виçĕ çын фронта ăсаннă. Николай Карповичăн таçти çĕр-шывра та пулма тÿр килнĕ. Паллах, хăйĕн ирĕкĕпе мар, çĕр-шыв чĕннипе: Украинăра, Румынинче, Венгринче тата Чехословакинче. Вăрçăра вăл артиллерист пулнă. Паттăр салтакăн кăкăрне чылай награда илем кÿрет. Вĕсен шутĕнче: Хĕрлĕ Çăлтăр орден, "Берлина илнĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" тата ытти юбилей медалĕсем. Ентеш çапăçнă полка "69—75-мĕш, Особый аэродромный полк", тенĕ. Самолетсене маскировка айĕнче тытнă. Çыхнă сеткăсене нимĕçсем ан тавçăрччăр тесе çаран пек эрешленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче аманса сывалнă та Н. Карпов. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн тата пилĕк çул хĕсметре тăнă вăл. "Текех вăрçă нихăçан та ан пултăр, пирĕн ачасен ачисем те ăна ан курччăр, ĕмĕр-ĕмĕр мирлĕ тÿпе пултăр", — терĕ юлашкинчен Николай Карпович.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика