Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем — Чатукассинчи Ивановсен çемйи

28 мая 2010 г.

семья года
Тăван районăмăра йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалланă мероприятисем малалла пыраççĕ. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнчи каçхине, ав, халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн сцени çинче "Çемье — кулăсен асамат кĕперĕ" районти конкурс иртрĕ.

Унта 4 çемье хутшăнма кăмăл тунă: Алманч ял тăрăхĕнчи Павловсем, Мăн Шетмĕ енри Афанасьевсем, Красноармейскинчи Михайловсем тата Чатукассинчи Ивановсем. Акă, конкурса йĕркелесе пыракан О. Дуйсембаевапа С. Васильева вĕсене сцена çине йыхравлаççĕ. Çемьесем пĕрин хыççăн тепри хăйсемпе паллаштараççĕ. Афанасьевсем пĕрлешнĕренпе, сăмахран, 7 çул. Çемьере юратупа туслăх хуçаланать, телейлĕ мăшăр икĕ ача ÿстерет, çемье бюджетне пуянлатма выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Михайловсем вара юрă-кĕвĕпе туслă, ачисем те вĕсен çулĕпех утаççĕ. Чатукассинчи Светланăпа Юрий Ивановсем те юрăсем шăрантарма маçтăррине кăтартса пачĕç. Чăн та, экзамен тытнă, зачет панă тата практикăра пулнă май, вĕсен ачисем — Саша, Дима тата Оксана — конкурса хутшăнаймарĕç. Натальăпа Николай Павловсем вара 3 ывăлĕпе 1 хĕрне илсе килчĕç, пурте — матрос тумĕпе, матроссен ташшипе те савăнтарчĕç. 3 çынран — социаллă пулăшу центрĕн директорĕнчен А. П. Никитинран, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕнчен Е. Л. Павловаран тата "Çулталăкри çемье-2007" районти конкурс çĕнтерÿçинчен Ф. П. Даниловаран тăракан жюри вĕсен пултарулăхĕпе ăсталăхне тата маттурлăхĕпе сатурлăхне "Пĕлекен çемье — типтерлĕ кил-çурт", "Визит карточки", "Çемье гербĕ" тата "Фантсем" конкурссенче хакларĕ. Вĕсене хурлама пĕртте чĕлхе çаврăнмасть. Пĕр-пĕринчен уйрăларах сăнлама та май çук. Çакна жюри членĕсем А. П. Никитинпа Е. Л. Павлова та хăйсен сăмахĕсенче палăртрĕç. Пĕр сехет çурăна яхăн пынă конкурс кăтартăвĕсемпе те паллаштарчĕç вĕсем, çемьесене дипломсемпе чысларĕç. "Килĕшÿллĕ çемье" — Афанасьевсем, "Талантлă çемье" — Михайловсем, "Туслă çемье" — Павловсем. Ивановсем вара "Çулталăкри çемье-2010" ята тивĕçрĕç. Вĕсемех Трак ен чысне республика шайĕнче те хÿтĕлĕç. Михайловсем, Павловсем тата Ивановсем валли хăйсен ял тăрăхĕсен администрацийĕсем парнесем те хатĕрленĕ. Шел те, Кĕçĕн Шетмĕ, Карай, Пикшик, Упи тата Еншик Чуллă ял тăрăхĕсен администрацийĕсем конкурса çемьесем тăратмарĕç. Çакă вĕсен пуçлăхĕсене пĕртте чыс кÿмест. Пуçаруллă, хастар, маттур çемьесем ку ял тăрăхĕсенче те пурах. Çук тенипе килĕшессĕм те, çакна ĕненессĕм те килмест. Залра куракансем сахалли те культура тытăмĕн ĕçченĕсене шухăша ямаллах: е кирлĕ пек пĕлтерместпĕр-йыхравламастпăр-ши çынсене?.. Пăшăрхануллă сăмахсемпе вĕçлес килмест ку материала. Тăхтавсем вăхăтĕнче Анастасия Козлова — "Асамат", Маргарита Иванова "Кĕçĕр вăйлă çумăр çурĕ" (ертÿçи Н. М. Никоноров), çавăн пекех ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. П. Алексеев шÿтлĕ юрăсем шăрантарни, кунпа пĕрлех çемьесен юрри-ташши те, вĕсен ал ĕçĕсен выставки те чун-чĕреме питех те хĕпĕртеттерчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика