Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Выççăлккăра асăну палăкĕ уçăлчĕ

21 мая 2010 г.

      Кăçалхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕ Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен 40 киллĕ Çĕнĕ Выççăлккă ял çыннисемшĕн ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарас умĕн ял пуçĕнче Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи хаяр вăрçинче пуç хунă паттăр ентеш-салтаксене тата фронтран таврăннă хыççăн çĕре кĕнĕ ветерансене сума суса асăну палăкĕ уçрĕç. Чăвашсен пĕчĕк ку ялĕнчен çеç нимĕç эшкерĕпе çапăçма 40-ĕн тухса кайнă, 20-шĕ мĕн ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕсенче выртса юлнă. Ырă-сывă таврăннисем те тек пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Вĕсен ячĕсене пулас ăрусем валли упраса хăварас тĕллевпе ялта палăк лартма шутланă та ĕнтĕ çĕнĕвыççăлккăсем. Çак шухăша кунта капмар та илемлĕ çурт-йĕр çавăрнă Васильевсем те ырласа кĕтсе илнĕ. Тулли мар яваплă "Минерал" пĕрлешÿ ертÿçи Владимир Николаевич та, унăн мăшăрĕ Галина Николаевна (Уртем Гали) çыравçă та ял çыннисене ку ĕçре пулăшу кÿме хапăл тунă, хăйсемех эскизне те, палăка та, хатĕрлеттернĕ. Паллах, çакăнтан ял старости Г. Г. Гурьев, ку тăрăхри "Герой" колхоза нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Н. М. Матвеев, ытти активистсем те аякра тăман. Асăну палăкне уçма Чатукасси ял тăрăхĕнчи 7 ĕçпе вăрçă ветеранĕнчен 4-шĕ (Г. Т. Терентьев, Н. К. Карпов, А. Г. Алексеева тата В. К. Ксенофонтов), ял çыннисемпе Чатукасси шкулĕнче вĕренекенсем, хăнасем хутшăнчĕç. Митинга ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. В. Михайлов уçрĕ. Район пуçлăхĕ С. А. Николаев палăк уçнин пĕлтерĕшĕ уйрăмах çамрăк ăрушăн пысăккине палăртрĕ, пуçтарăннисене Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ май саламларĕ, тулли мар яваплă "Минерал" пĕрлешÿ ертÿçине В. Н. Васильева тата унăн мăшăрне Уртем Гали çыравçăна район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ, сумлă парне пачĕ. Палăк çинчи пир виткĕче ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе пĕрлех унăн авторĕ — В. Н. Васильев, хăнасем антарчĕç. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Красноармейски районĕн гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç. Пухăннисем ентешĕсене асăнса шăп тăчĕç. Пăшалсенчен тÿпенелле те печĕç. Шкул ачисем палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Митингра çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Ф. Грицай, ЧР çар комиссариачĕн Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕ В. В. Буклаков, Уртем Гали çыравçăпа унăн мăшăрĕ Владимир Николаевич, Чатукасси шкул директорĕ О. М. Степанова, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. М. Матвеев, Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх правленийĕн яваплă секретарĕ О. А. Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) çыравçă, ял тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Н. Н. Андреева тата ял старости Г. Г. Гурьев сăмах каларĕç. Шкул ачисемпе культура ĕçченĕсем вăрçă ветеранĕсемпе тылра вăй хунисен ячĕпе юрăсем шăрантарчĕç, вăрçă саманчĕсене сăнлакан сценкăсем кăтартрĕç. Асăну палăкĕ умне чĕрĕ чечексем татах та татах выртрĕç. Ун çине илемлĕн çырнă 40 ентеш ячĕпе хушамачĕ вара çĕнĕвыççăлккăсен чун-чĕрисенче яланлăхах упранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика