15 января 2010 г.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ вĕçленчĕ. Чатукассинчи тĕп шкулта та ăна халалласа самаях ĕçсем туса ирттернĕ.
Çул пуçламăшĕнчех кашни класс ĕç планне çирĕплетрĕ. Мĕн палăртни пĕтĕмпех пурнăçланнă теме юрать. Вĕсен шутĕнче илемлĕ стена хаçачĕ кăларасси те, хуçалăха çĕр улми пуçтарса пулăшасси те, шкул пахчинче туса илнĕ çимĕçе пухса тирпейлесси те, пĕлĕве пуянлатакан вăйă-конкурссене хутшăнасси те, ялти ĕç паттăрĕсем çинчен сочиненисем çырасси те, сăвă конкурсĕсене хутшăнасси тата ытти те.
Нумаях пулмасть 5-мĕш класра вĕренекенсем В. Григорьев çĕр ĕçченĕпе тĕл пулу ирттерчĕç. Ачасем вăл каласа панине тимлĕн итлерĕç, ыйтусем те чылай пулчĕç. Вячеслав Валентинович хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăл шкул пĕтерсенех тракторист профессине алла илнĕ. Нумай çул хушши “Герой” хуçалăхра вăй хунă. Пархатарлă ĕçсемшĕн хисеп грамотисене, мухтав сăмахĕсене тивĕçнĕ. Хуçалăх салансан та вăл аллине усман: çум курăк пуснă хуçасăр çĕрсене тирпейлесе усă курма тытăннă. Паянхи кун ентеш пысăк хушма хуçалăх тытать, нумай выльăх-чĕрлĕх усрать, чăх-чĕп, хур-кăвакал ĕрчетет. Ял-йыша, кÿршĕсене те май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Çĕр ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлама килти хуçалăхра техника пурри те май парать, нумай çăмăллăх кÿрет.
Вячеслав Валентинович ял-йышра та ятлă-сумлă. Мăшăрĕпе, Дина Владимировнăпа, тăватă ача çитĕнтереççĕ. Ачисем те хăйсем пекех ĕçчен, тăрăшуллă, тимлĕ. Ашшĕ-амăшне пулăшма та, шкулта лайăх вĕренме те ĕлкĕреççĕ. Çемьери туслăх, юрату, пĕр-пĕрне ăнланни пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума пулăшаççĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)