Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ал ăстисем

01 декабря 2009 г.

Ал ăстисем («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское )

1 декабря 2009, вторник

Чатукасси тăрăхĕ те ал ĕç ăстисенчен пуян. Ж. Николаева — вĕсенчен пĕри.

Жанна Николаева Чатукассинчи çемье врачĕн офисĕнче вăй хурать. Медицина сестрин тивĕçĕсене чĕре хушнă пек пурнăçласа пырать.

Ĕçрен килсен, пушă вăхăтра каçсерен алă ĕçĕсем тума юратать. Вăл ытларах хĕреслĕ тата яка (гладью) меслетпе тĕрлесе ÿкерчĕксем тăвать. Çемçе теттесем хатĕрлессипе те Жанна Поликарповна чăн-чăн маçтăр пулса тăрать. Сăмахран, унăн упипе кушакне пăхса тăранмалла мар. Епле çепĕçлĕх курăнать вĕсенче. Пысăк тутăрсем (шаль) çыхма та ăста вăл.

— Вĕсем йÿнĕ те меллĕ тата ăшă, — тет Жанна Николаева. — Каяшсăр производствăна килĕштеретĕп эпĕ. Кивĕ япаласене сÿтсе çĕнĕ ĕçсем хатĕрлетĕп. Урăхла тĕслĕ çипсем кирлĕ пулсан, магазинсенче тупса туянма тăрăшатăп.

— Манăн пичче — Рудольф — ал ăсти. Эпĕ те унран юлас теместĕп. Вăл йывăçран касса сĕтел-пукан ăсталать. Акă, кĕрсе курăр, — тесе Жанна Поликарповна верандăна иртсе унти сĕтел-пукансене пахаллама сĕнчĕ. Çав тери илĕртÿллĕскерсене пĕрре пăхсах ĕçе лайăх пĕлекен-чухлакан çын туни яр уççăн курăнать. Кантăк хашакĕсем те хăйне евĕр илемлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсене те Рудольфах ăсталанă-мĕн.

В. Владимиров

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика